Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

КĔНЕКЕ _ пĕлỹ çăлкуçĕ

 

 

ПĂЧĂРЛĂ ПАШЬЕЛĔНЧИ пĕтĕмĕшле вăтам пĕлпаракан шкулта çулсеренех ача-пăча кĕнекин эрни иртет. Кăçал та вăл тĕрлĕ мероприятисемпе пуян пулчĕ. Кĕнеке эрни "Библиотекăна кĕнеке пултăр парне" акцирен пуçланчĕ. Чи хастаррисен шутĕнче Е.Самарина (3 кл.), К.Ермолаев, Е.Ишмуллина (5 кл.) пулчĕç. Вĕсем шкул библиотекине 4-6 кĕнеке парнелерĕç. Эрне тăршшĕпе библиотекăра çĕнĕ кĕнекесен выставки ĕçлерĕ. Кĕнекесене темиçе ушкăна уйăрнă: çутçанталăк çинчен, юмахсем, тавракурăма пуянлатмаллисем т.ыт. И.В.Ермолаева библиотекарь сывлăх çинчен çырнă кĕнексемпе те паллаштарма манмарĕ. Т.З.Моисеева воспитатель ачасене туртнин сиенĕ пирки каласа кăтартрĕ. В.М.Кондратьева социаллă педагог "Сывлăхлисен тĕнчине çулçỹреве" презентаципе паллаштарчĕ. Чăваш халăхне çутта кăлараканĕ И.Я.Яковлев çуралнăранпа 160 çул, Чăваш халăх поэчĕ Митта Ваçлейĕ çуралнăранпа 100 çул, ача-пăча писателĕ С.Михалков çуралнăранпа 95 çул çитнине халалланă илемлĕ вулакансен конкурсĕ те çỹлти шайра иртрĕ. Мĕн чухлĕ илемлĕ сăвă янăрарĕ çав кун! Конкурса пĕтĕмлетнĕ хыççăн М.Тимошкина (4 кл.) çĕнтерỹçĕ ятне тивĕçни паллă пулчĕ. Кĕнеке уявĕ юмахсăр мĕнле иртĕ? Икĕ кун ачасем юмах тĕнчине çитсе килчĕç. Пуçламăш классем хушшинче уйрăмах 3 класс ачисене палăртса хăвармалла. Вĕсем сцена çинче хăйсене чăн-чăн артистсем пекех тытрĕç, юрларĕç. Аслăраххисенчен вара уйрăмах 7 класс ачисене палăртса хăварас килет. Паллах, ыттисем те маттур: мĕн тĕрлĕ костюм хатĕрленĕ, сценăна илемлĕ декорацисемпе пуянлатнă. Космонавтика кунне халалланă кĕнеке выставки те хăйне майлă илем кỹчĕ. Ачасенчен нумайăшĕ "Пĕтĕмпех космос çинчен" ỹкерчĕксен конкурсне хутшăнма кăмăл турĕç. Çапла Кĕнеке эрни сисĕнмесĕрех иртсе кайрĕ. Мероприятисене хутшăннă кашни ача шкул администрацийĕн Тав çырăвне, çĕнтерỹçĕсем Хисеп грамотисене тивĕçрĕç.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
23 апреля 2008
00:00
Поделиться