Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Йывăç кунĕ

 

 

 

 

ЙЫВĂÇ лартас ĕç пирĕн шкулта йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Кашни çулах çуркуннепе кĕркунне çак ĕçе эпир хастар хутшăнатпăр. Анчах та тĕрлĕ сăлтавсене пула пур йывăç та ялан чĕрĕлсе каяймасть. Кăçал шкул ачисемпе учительсем ялти пасар территорийĕнче вырнаçнă участока пилешсемпе хурăнсем лартса çĕнетрĕç. Хĕрỹ ĕçе 5-11 классенче вĕренекен пур ача та хутшăнма кăмăл турĕ. Уйрăмах 5-мĕш класра вĕренекенсем пысăк тăрăшуллăх кăтартрĕç

 

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
23 апреля 2008
00:00
Поделиться