Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

"Эсĕ суйласа илнĕ пофесси" акци иртнĕ

АПРЕЛĔН 7-18-мĕшĕсенче Чăваш Республикинче, çавăн пекех пирĕн районта та доброволец-профориентаторсен "Эсĕ суйласа илнĕ професси" акцийĕ иртнĕ. Ăна патшалăхăн Чăваш Республикинчи ĕçе вырнаçтаракан служби, Вĕрентỹ тата çамрăксен политикин министерстви, Культура, национальноç ĕçĕсен, информаци политики тата архив ĕçĕн министерстви, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ тата И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ килĕшсе татăлса ирттернĕ. Акци вăхăтĕнче районти шкулсенче професси суйласа илесси пирки калаçусем, тĕрлĕ професси çыннисемпе тĕл пулусем ирттернĕ, районти предприятисемпе организацисене, ял хуçалăхĕпе вăрман хуçалăхне мĕнле специальноçлă специалистсем кирли пирки каласа панă.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
23 апреля 2008
00:00
Поделиться