Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Вĕренекенсем ăна манмаççĕ

 

 

ВАСАНТИ асфальт сарнă Тукас урамĕнче йывăçран тунă шатрун прт ларать. Çак çуртра педагогика ĕçĕн ветеранĕсем Александра Николаевнăпа Николай Герасимович Павловсем пурăнаççĕ. Апрель уйăхĕн 18-мĕшĕнче Александра Николаевна 90 çул тултарчĕ. Тин кăна çамрăк пекчĕ вăл, питĕ хăвăрт утса çỹретчĕ. Халĕ вара урама та питех тухса çỹреймест. Юратнă мăшăрĕ тĕреклĕрех-ха, ăна питĕ лайăх пăхать. Пушă вăхăтра кĕнеке, хаçат-журнал вулама юратаççĕ. Эпĕ пынă чухне те Александра Николаевна "Хыпар" хаçат вуласа ларатчĕ, унта мăшăрĕн çĕнĕ статйи пичетленсе тухнă иккен. А.Павлова (хĕр чухнехи хушамачĕ Федорова) Патирек ялĕнче 1918 çулта çуралнă. Çак ялта чăвашсем, тутарсем, вырăссем пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнаççĕ. Саня шкула кайичченех вырăсла лайăх калаçма пĕлнĕ: вырăс ачисемпе пĕрле выляса ỹснĕ. Ĕç çумне питĕ ир çыпăçнă, мĕн пултарнă, вăй çитнĕ таран ĕçленĕ. Пурнăç ун чухне вĕсене пĕрре те ачашламан. Аслисемпе пĕрлех вăл вăхăтри нушаллă пурнăçа чун витĕр кăларнă. _ Мĕнле йывăр пулсан та вĕренес килетчĕ, - тет Александра Николаевна. _ Çиччĕ тултарсан Патирекри пуçламăш шкула вĕренме кайрăм. Çитĕнсен учитель пулма ĕмĕтленеттĕм. Вырăсла калаçма пĕлни те мана вĕренỹре пысăк пулăшу паратчĕ. Истори, вырăс чĕлхи, чăваш чĕлхи _ манăн юратнă предметсемччĕ. Тăватă çул вĕренсен икĕ çул Васанти 6 класлă шкулта вĕрентĕм. Çутă ĕмĕтпе хавхаланса, 1931-1934 çулсенче вăл Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕреннĕ. Ун чухне ăна педтехникум тенĕ. Çак техникума А.Федорова Мухтав грамотипе пĕтернĕ. Ку хаклă документа вăл халĕ те тирпейлĕ упрать. _ Пире преподавательсем чунтан тăрăшса вĕрентетчĕç. Вĕсенчен нумайăшĕ вырăссемччĕ, - аса илет 90-ри Александра Николаевна Чĕмпĕрте пĕлỹ илнĕ тапхăра. _ Чăваш чĕлхи урокĕсем тыткăна илетчĕç. Вырăс тата нимĕç чĕлхисене вĕрентекенсем те килĕшетчĕç. Вĕренĕве те, класс тулашĕнчи ĕçсене те шкул директорĕ Василий Иванович Железновпа Зосипатор Саввич Матвеев лайăх йĕркелесе пыратчĕç. Хими предметне вĕрентекен Федорова, вырăс чĕлхи учительне Любовь Алексеевнăна яланах асра тытатăп. Вĕренме лайăхчĕ. Йĕрке яланах çирĕп пулни килĕшетчĕ. Ĕç урокĕсене юрататтăмччĕ. Ĕçе юратма вĕрентесси тĕп вырăнта тăратчĕ. Вĕренекенсем ашкăнмастчĕç, хăйсене йĕркеллĕ тытатчĕç. Александра Николаевна Чĕмпĕрти педтехникума пĕтерсен Палтиелĕнче 5-7 классене вĕрентнĕ. Ун хыççăн Анат Чаткасра завучра ĕçлеме пуçланă. Александра Николаевнăн юратнă тантăшĕ Александра Авксентьева пулнă. Иккĕшĕ те Чĕмпĕрте вĕреннĕ. Вăл сĕннипе Сталинабада (хальхи Душанбе хули) ĕçлеме кайнă. Унта вĕсене Александра Митрофановнăн тăван пиччĕшĕ С.М.Авксентьев (Степан Лашман) кăмăллăн кĕтсе илнĕ. Александра Николаевнăна çут ĕç пайĕнче иккĕмĕш шкула историпе Конституци вĕрентме, Александра Митрофановнăна 13-мĕш шкула истори учителĕ пулма вырнаçтарнă. Хăрушă вăрçă çулĕсенче учительсен институтĕнчен вĕренсе тухнă. Вăрçă хыççăн, 1945-1946 çулсенче, Виçпỹрт Шăмăршă шкулĕнче директор тилхепине тытса пынă. Çавăнта ĕçленĕ чухне Васанта пурăнакан Николай Герасимович Павлов учительпе паллашнă. Вăл вăрçăран таврăннă кăна пулнă-ха. Юратуллă чĕресем часах çемье çавăрнă. 1946 çулхи сентябрь уйăхĕнче Александра Николаевна Васанти шкулта ĕçлеме пуçланă. Шкулĕ малтан 7 класли, унтан 8 çул вĕренмелли пулнă, кайран вăтам пĕлỹ параканни пулса тăнă. Александра Николаевна ачасене тарăн пĕлỹ парас тесе чунне парса ĕçленĕ. Анлă тавра курăмлă учитель пулнă вăл, чăваш чĕлхи, вырăс чĕлхи, географи, истори, Конституци вĕрентнĕ, пĕр хушă завучра та ĕçленĕ. Кирек ăçта ĕçлесен те хăйĕн пултарулăхне кăтартнă учитель. Тивĕçлĕ канăва кайиччен Александра Николаевна ачасене чăваш чĕлхипе литератури вĕрентнĕ. Вăл хăйĕн ĕçне чунтан парăннă учитель шутланнă. Вăл вĕрентнĕ ачасенчен чылайăшĕ хăйсен пурнăçне тăван чĕлхепе тачă çыхăннă профессие суйласа илнĕ. Акă, Николай Морозов, Петр Фомин, Геннадий Смаев журналистсем Александра Николаевнăна пурнăç çулне тĕрĕс суйласа илме пулăш- нăшăн чĕререн тав тăваççĕ. Тав сăмахне Александра Николаевна урокĕсенче пĕлỹ илнĕ вуншар та çĕршер çынран илтме пулать. А.Павлова хăйĕн мăшăрĕпе çемье тивĕçне те чыслнă пурнăçланă: пилĕк ача пă- хса çитĕнтернĕ, пурне те аслă пĕлỹ илме пулăшнă. 90 çулхи ватă амăшне ачисем, мăнукĕсем чăннипех телей кỹреççĕ, унăн чунне ăшăтаççĕ. "Хаклă çыннăмăр! Сана эпир 90 çул тултарнă ятпа чун-чĕререн саламлатпăр. Çак телейлĕ пурнăçра тата та нумай пурăн. Çирĕп сывлăхпа канлĕ ватлăх сунатпăр", - теççĕ ачисем, ĕçтешĕсем, кỹрши-аршисем, çывăх ытăванĕсем, хăй вĕрентнĕ ачасем ырă сунса.

 

 

 

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
19 апреля 2008
00:00
Поделиться