Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Эмелпе те, ăшă сăмахпа та...

 

 

 

 2006 ÇУЛТАН пуçласа пирĕн çĕр-шывра "Вĕрентỹ", "Сывлăх", "Пурăнмалли çурт-йĕр" тата "АПК аталанăвĕ" Наци проекчĕсем пурнăçланма пуçларĕç. Наци проекчĕсем пирĕн районта мĕнлерех пурнăçа кĕрсе пынине хамăр куçпа пăхса тăратпăр. Акă, "Сывлăх" Наци проектне уйрăммăн илер-ха. Шăмăршă районĕн тĕп больницин хирургипе реанимаци тата гинекологи уйрăмĕсем вырнаçнă корпуса тĕпрен юсаса çĕнетни, Евростандарта пăхăнса реконструкцилени район çыннисене питĕ пысăк савăнăç кỹрсе тăрать. Район администрацийĕ çак ĕçе кирлĕ пек ертсе пыни, республика укçа-тенкĕпе чăрмавсăр тивĕçтерсе тăни, "Строитель" ООО ĕçченĕсем лайăх пахалăхпа ĕçлени "Сывлăх" Наци проектне пурнăçлассинче курăмлă тỹпе хывма май пачĕ. Çак уйрăмсене кĕрсен чун-чĕрене çĕнĕ вăй-хăват кĕрет. Пур çĕрте те таса, тирпейлĕ, çутă. Вĕсенче çĕнĕ медицина оборудованийĕ вырнаçтарни, хăйсен ĕçне лайăх пĕлекен профессионалсем ĕçлени те хавхалану кỹрет. Чирлисем чи малтанах йышăну палатине (приемный покой) килеççĕ. Кунта халĕ душпа ваннăй та пур. Кирлĕ пулсан, больницăра выртакансем çăвăнса тасалма та пултараççĕ. Палатăсене кĕриччен халĕ урана ятарлă кăвак чăлха _ бахила тăхăнмалла. Санитарипе гигиена тĕлĕшĕнчен ку, паллах, питĕ кирлĕ. Çĕнĕ йĕркене никам та хирĕçлесе калаçмасть. Тĕп больницăри поликлиникăра салтăнмалли ятарлă вырăн пулни те халăха савăнăç кỹрет. Поликлиникăра Шăмăршă тата Çĕнĕ Шăмăршă ялĕсенче пурăнакансем валли Çемье тухтăрĕн офисĕ уçăлни те халăхшăн питĕ меллĕ. Офисăн пархатарлă ĕçĕ-хĕлĕ "Сывлăх" Наци проектне пурнăçлассинче пулăшу парать. Эпĕ, Шăмăршă çынни, нумаях пулмасть чирлесе ỹкрĕм. Офисри медицина работникĕсем мана ăшшăн кĕтсе илчĕç, тивĕçлĕ диагноз лартнă хыççăн кăнтăрлахи стационар палатине сиплеме хучĕç. Виçĕ койка-вырăнлă палатăри тасалăхпа тирпейлĕх кăмăла çĕклерĕç. Çĕнĕ краватьсемпе тумбочкăсем, сĕтел-пукан йăлтăртатса тăраççĕ. Медицина оборудованийĕ çителĕклĕ. Офисри О.В.Полковниковапа Е.Н.Мандрюкова врачсем, А.М.Младшева медсестра чирлисене яланах ăшшăн йышăнаççĕ, кирлĕ пек сиплеме тăрăшаççĕ. Вĕсем чирлисене эмелпе те, ăшă сăмахпа та сыватаççĕ. Район больницин тĕп врачĕ О.И.Львов больницăн уйрăмĕсенче тăтăшах пулать, кирлĕ пулсан тивĕçлĕ пулăшу пама тăрăшать.

 

 .



"Шăмăршă хыпарĕ"
19 апреля 2008
00:00
Поделиться