Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Çĕнĕ АБЗ ĕçлеме пуçлать

 

 

ЧĂВАШ Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров кашни яла çити асфальт çул тума палăртни производство хăвачĕсене тĕпрен лайăхлатма хушать. Çакна шута илсе, иртнĕ çул вĕçĕнче Шăмăршăри асфальтпа бетон заводне çĕнетсе модернизацилеме пуçăннă. Заводра пысăк хăватлă, хальхи ыйтусене туллин тивĕçтерекен оборудовани вырнаçтарнă. Ĕç тухăçлăхĕ икĕ хут ỹснипе, завод çул тумалли сезон вăхăтĕнче 24 пин тонна ытла асфальт туса кăларĕ. Паянхи кун заводра тĕп ĕçсем вĕçленнĕ, çывăх вăхăтра асфальт туса кăларма пуçлĕ. Кăçал районта 30 километр çул тума палăртни пурнăçа кĕресси пирки иккĕленмелли çук.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
19 апреля 2008
00:00
Поделиться