Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

"Сирĕн ылтăн туй паян, юрă юхтăр ян та ян..."

 

 

 

 КИВĔ ЧУКАЛТИ хисеплĕ ватăсем _ Александр Васильевичпа Мария Константиновна Чурбановсем _ пĕрле пурăнма тытăннăранпа 50 çул çитнине ыран савăнăçлăн паллă тăваççĕ. Ылтăн туй ячĕпе Чурбановсене пилĕк ачипе çичĕ мăнукĕ, çывăх тăванĕсем, ял-йыш хĕрỹллĕн саламлаççĕ. Александр Васильевич нумай çул хушши ял Совечĕн тата колхоз председателĕнче ĕçленĕ, халĕ ветерансен Советĕнче тăрăшать. Мария Константиновна та халăх ĕçĕнчен юлман, мĕн ватăличчен колхозра ĕçленĕ. Александр Васильевич Чурбанов _ "Шăмăршă хыпарĕ" хаçатăн штатра тăман корреспонденчĕ. Эпир мăшăрĕпе иккĕшне те çирĕп сывлăх, телей, вăрăм ĕмĕр сунатпăр.

 

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
12 апреля 2008
00:00
Поделиться