Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Математика уявĕ

 

 

ÇУЛСЕРЕНЕХ Палтиелĕнчи пĕтĕмĕшле вăтам пĕлпаракан шкулта математика эрни иртет. Кăçал та çивĕч ăслисен эрни хĕрỹ пулчĕ. 5 класра вĕренекенсемпе Т.Филиппова учительница викторина йĕркелерĕ. Шỹтлĕ задачăсем, кăткăс шутлавсем тата арифметика вăййисем ачасемшĕн кăсăклă пулчĕç. Çирĕп пĕлỹпе тата тавçăрулăхпа палăрса Настя Макарова, Марат Валиев, Марина Сорокина, Андрей Долгов, Витя Герасимов çĕнтерỹçĕсен йышне лекрĕç. Улттăмĕшсем вара икĕ ушкăна уйрăлса математика "тĕнчинче" тупăшрĕç. "Икĕ хут иккĕ" тата "Квадрат" ушкăнсен пĕлĕвĕ пĕр шайра пулни палăрчĕ: савăнăçлисемпе пултаруллисен конкурсĕ 14:14 шутпа вĕçленчĕ. КВНа 9 класри Оля Кузьмина ăста ертсе пынине те ырламалла çеç. Г. Кузьмина вĕрентекенĕн пуçарулăхĕпе анлă тавра курăмĕ çинчен асăнса хăвармалла. "Математика пĕлтерĕшĕсем" вăйă куракансене хăйĕн кăсăклăхĕпе илĕртрĕ. 9 классемпе ирттернĕ "Çаврашкапа квадрат" вăйă математика тусĕсене тупса палăртма пулăшрĕ. П. Стратилатова вĕрентекенĕн профессилле ăсталăхĕ чăннипех çỹлти шайра иккен. Çакна Айсылу Азизова, Эндже Тизякова, Оля Кузьмина, Фарад Вахитов тата çак йĕркесен авторĕн çирĕп пĕлĕвĕ тепĕр хут ĕнентерчĕç. Математика эрни пуриншĕн те усăллă иртрĕ. Асăннă предмета юратакансен пысăк йышĕ шкул администрацийĕн Хисеп грамотисене тивĕçрĕ.

 

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
12 апреля 2008
00:00
Поделиться