Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Хĕвел шевлиллĕ уй-хирте

 

"ИСТОК" ООО хирĕсенче ир тытăнса тĕттĕмчченех мотор кĕрлевĕ тăрать. Хуçалăхра 220 гектар çинчи кĕр тыррисене минераллă удобренипе апатлантарнă, çак ĕçе виçĕ сеялкăллă агрегатпа А.Кузнецов механизатор пурнăçланă. Çĕртмене культваци тунă çĕрте тăватă агрегат ĕçлет. П.Ильин, С.Ельцов, С.Гордеев, П.Гордеев, С.Сергеев тата ытти механизаторсем чун-чĕререн тăрăшаççĕ. Çакна обществăн генеральнăй директорĕ Ю.Старшов та çирĕплетрĕ. Эпир урпа акнă çĕре çитсе куртăмăр. А.Ильин механизатор агрегачĕ СЗ-5,4 сеялкăпа, кăткăс удобренипе пĕрле акать. Г.Ефимов, Н.Кузьмин, А.Якушов, Валерий Якушов, Владимир Якушов, Г.Концов сеяльщиксем пысăк хавхаланупа ĕçлеççĕ. Хирте ĕçлекенсене кунне икĕ хутчен вĕри апат çитереççĕ. Ватă механизатор, III степень Ĕç Мухтавĕ орден кавалерĕ Г.Д. Ефимов поварсене тутлă апат хатĕрленĕшĕн тав сăмахĕ каларĕ. _ Савăнсах ĕçлес килет, - терĕ Геннадий Дмитриевич. _ Техника çĕнĕ, вăрлăхпа та, удобренипе те пĕр чăрмавсăр тивĕçтереççĕ. Çанталăк лайăх тăрсан, çур аки нумая тăсăлмĕ. "Строитель" ООО ертỹçи ("Исток" ОООна ун çумĕнче йĕркеленĕ) Н.Быков та механизаторсен ĕçĕпе кăмăллă. _ Акăнмасăр пĕр гектар та юлмĕ, Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров хушнине тỹрĕ кăмăлтан пурнăçлăпăр, - терĕ Николай Никонович. Ĕçĕрсем ăнса пыччăр, çĕр çыннисем!

 

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
12 апреля 2008
00:00
Поделиться