Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

"Ахаяс" Ульяновскри уява хутшăннă

 

 

 "Ахаяс" Ульяновскри уява хутшăннă ЧĂВАШ халăхне çутта кăлараканĕ И.Я.Яковлев çуралнăранпа 160 çул çитнине халалласа Ульяновск облаçĕнче те тĕрлĕ мероприятисем иртеççĕ. Пирĕн паллă ентешĕмĕр Атăлçи тăрăхĕнче пурăнакан кашни халăхшăн тунă пысăк калăпăшлă тивлетлĕ ĕçĕсем ĕмĕр-ĕмĕр вилĕмсĕр пулнине çирĕплетсе çак облаçра март-апрель уйăхĕсене И.Я.Яковлев уйăхлăхĕ тесе палăртнă. Çак кунсенче Ульяновск хулинчи Атăл çи тăрăхĕнчи халăхсен Наци библиотекинче "Сирĕншĕн чунпа эп çуннă..." ятпа черетлĕ пысăк мероприяти йĕркеленĕ. Унта хутшăнма пирĕн районти Пуянкассинчи Чăваш Республикин культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Н.П.Федотова ертсе пыракан "Ахаяс" фольклор коллективне те чĕнсе илнĕ. Пултаруллă коллектив ку уявра ĕлĕкхи чăвашсен юрри-ташшисемпе, И.Я.Яковлевăн мухтавлă пурнăçĕпе, педагогикăри пархатарлă ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă пуян содержаниллĕ композици кăтартса панă. Мероприятие пухăннă йышлă халăх Пуянкассисен программине питĕ ăшшăн йышăннă, чылайччен алă çупнă. Концерт хыççăн Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен Наци культурин автономийĕн председателĕ В.И.Сваев Надежда Петровнăна тата вăл ертсе пыракан паллă коллектива облаçри пĕтĕм чăвашсен ятĕнчен тав тунă, творчествăра çĕнĕ ỹсĕмсем суннă

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
12 апреля 2008
00:00
Поделиться