Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Шăнкăр-шăнкăр тăрă шыв...

 

ЧĂВАШ Республикин Патшалăх Канашне янă Çырура Н.В.Федоров Президент халăх сывлăхне сыхласа хăварас тесе ĕçмелли шыва тĕп тĕллевсен шутне кĕртнине тепĕр хут çирĕплетрĕ, ытти чылай районпа пĕрле Шăмăршă тăрăхĕ те пахалăхлă ĕçмелли шывпа усă курасси çинчен пĕлтерчĕ. Çак тĕллеве пурнăçлама 650 миллион тенкĕ уйăрма палăртнă. Пысăк пайĕ федераци бюджетĕнчен килмелле. Республика тỹпи те пысăк. Вырăнта вара 37 миллион тенкĕ тупмалла. Иртнĕ виçĕ çулта асăннă программăпа килĕшỹллĕн пысăк ĕçсем туса ирттернĕ. Хырла шывĕ çинче 426 гектар йышăнакан, 5 километр тăршшĕ, 15 миллион кубла метр шыв шăнăçакан водохранилище тăваççĕ. Шыв тытакан икĕ километр тăршшĕ дамба хатĕрпе пĕрех. Часах водохранилище пулмалли лаптăка йывăçсемпе тĕмсенчен тасатса тухаççĕ. Черетре _ шыв тасатса салатакан сооружени. Тĕп ĕçсене кăçал вĕçлеме палăртнă. Ял урамĕсене пăрăхсем хурса колонкăсем тата пушара хирĕçле гидрантсем вырнаçтараççĕ. Патирекре ку ыйтăва татса панă ĕнтĕ, кăçал Палтиелпе Пăчăрлă Пашьелĕнче те ĕç вĕçленмелле. Вĕсем валли 15 миллион тенкĕ уйăрнă. Шăмăршăпа Виçпỹрт Шăмăршăра пуçланă ĕçе малалла тăсаççĕ.

 

 

 

 

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
22 марта 2008
00:00
Поделиться