Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Çĕнĕ оборудовании çынсемшĕн ĕçлет

 

 ШĂМĂРШĂРИ тĕп больницăри кивĕ рентген аппарачĕ юлашки çулсенче медицинăн çĕнĕ условийĕсене тивĕçтерейместчĕ, флюорографикерчĕкĕсен пахалăхĕ те кирлĕ шайра марччĕ. Раççей Федерацийĕн "Сывлăх" Наци проекчĕпе килĕшỹллĕн, 2006 çулхи октябрьте больницăна RADREX рентгенографи системине кỹрсе килнĕ. Ноябрьте вара унпа туллин усă курма пуçланă. Унчченхи аппаратпа танлаштарсан, çĕнĕ рентгенографи системи ĕçленĕ (ỹкернĕ) вăхăтра кăларакан рентген-пайăркасен дози 10 хут (!) пĕчĕкрех. Ку вăл çын сывлăхĕшĕн мĕн тери пĕлтерĕшлĕ пулни каламасăрах паллă ĕнтĕ. Ỹкерчĕксен пахалăхĕ те 2-3 хут ỹснĕ. Лайăх ỹкерчĕкре чир паллисем курăмлăрах палăраççĕ, çавна май сиплев ăнăçлăхĕ те ỹсет. Рентгенографи аппарачĕпе опытлă медицина работникĕсем ĕçлеççĕ. А.Н.Перфиловапа П.В.Трофимов рентген-лаборантсем çак службăра 16-шар çул, А.И.Васильева санитарка 22 çул вăй хураççĕ. И.В.Каримова та кунта малтан 13 çул санитаркăра ĕçленĕ пулнă. Тивĕçлĕ канура пулсан та, ăна халĕ вăхăтлăха ĕçлеме чĕнсе илнĕ. Медицина ĕçченĕсем куллен 35-45 çын йышăнма, вĕсем валли флюорографи ỹкерчĕкĕсем туса хатĕрлеме ĕлкĕреççĕ. В.А.Никифоров врачăн рентген службинчи ĕç стажĕ те пĕчĕкех мар _ 13 çулпа танлашать (пĕтĕмĕшле медицина стажĕ _ 24 çул). Виталий Афанасьевич флюорографи ỹкерчĕкĕсене тĕпчесе тишкерет, врачсем валли тивĕçлĕ пĕтĕмлетỹсем çырса парать. Медработниксем хăйсен ĕçне кирлĕ пек туса пыма тăрăшаççĕ. Район çыннисем вĕсен ĕçĕпе кăмăллă.

 

 

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
22 марта 2008
00:00
Поделиться