Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Шурă юр каять, çỹп-çап курăнать...

 

ЫТАРАЙМИ илемлĕ пирĕн ялсем çулла. Район администрацийĕ тата ял поселенийĕсем тăрăшнипе, урамсенче тирпей тăвас тĕлĕшпе чылай ĕç пурнăçлаççĕ. Субботниксемпе воскресниксене çĕр-çĕр çын хутшăнать, кашниех тăван район чысĕшĕн вăй хурать. Шел те, çак илеме хакламаннисем те тĕл пулаççĕ-ха. Урама тухса пăхар-ха: ирĕлсе пыракан юр айĕнчен мĕн кăна тухмасть-ши? Эрех-сăран пушă кĕленчи, пластик савăт, пирус-сигарет пачки, целлофан татăкĕсем... Çак ăпăр-тапăрпа лăпăр-лапăра веçех хĕл кунĕсенче пăрахса тултарнă вĕт-ха. Юр хуплать те, курăнмасть, тенĕ пуль. Халĕ, ак, пурте куç умĕнче. Урампа утса пынă чух хăш çемье тирпейсĕр пурăннине тỹрех пĕлме пулать. Шăмăршăри нумай хутлă çуртсен картишĕсем те (кунта пĕр çурта та мухтас килмест) тасамарлăхпа кăмăла пăсаççĕ. Çул хĕррисенче, лартнă вăрмансен уçланкисенче мĕн кăна йăваланса выртмасть-ши тата? Картун коробкăсемпе пластик савăтсене курсан, çак тасамарлăха пĕр-пĕр предприниматель килсе тăкнине чухлама пулать. Анчах кам _ аллине хурса хăварман. Ял поселенийĕсен администрацийĕсем тăван тавралăха, урамсемпе çырма-çатрасен хĕррине варалакансене хытă асăрхаттарманни, явап тыттарманни тĕлĕнтерет. Тирпей-илемшĕн çăва тухсан çеç мар, çулталăкĕпех тăрăшмаллине мĕншĕн манатпăр-ши? Кунран-кунах хĕвел хытăран хытăрах хĕртет, çĕр пичĕ юртан тасалсах пырать. Çавна май юр айĕнчен тухакан çỹп-çаппа ăпăр-тапăра пуçтарсах тăрасчĕ, ку ĕçе коммунальщиксене çеç шансан эпир нихăçан та тасамарлăхран хăтăлса пĕтеймĕпĕр. Çак кунсенче Шăмăршăри предприятисемпе учрежденисен ертỹçисемпе ирттернĕ канашлура район пуçлăхĕ В.П.Фадеев тирпей-илем тăвас ыйтăва çивĕч çĕклерĕ, район чысне упрассишĕн тăрăшманнисене явап тыттарасси пирки хытă асăрхаттарчĕ. Ыр кăмăллăх çулĕнче районта ырă ĕçсем нумайрах тăвасчĕ, район центрĕ те, ялсем те тирпей-илемпе илĕртсе тăччĕр тесе тăрăшасчĕ. Çакна тума тем чул укçа-тенкĕ кирлĕ мар, кашни çын тасалăхшăн тăрăшни çеç кирлĕ.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
19 марта 2008
00:00
Поделиться