Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Математика эрни

ПИРĔН шкулта, ачасен шучĕ сахал пулин те, шкул пурнăçĕ кашни кунах интереслĕ ирттĕр тесе тăрăшатпăр эпир. Акă нумаях пулмасть математика эрни пулса иртрĕ. Кашни класс çак ăслăлăха халалласа стена хаçачĕсем кăларчĕ, кроссвордсем хатĕрлерĕ. 5-мĕшсемпе 6-мĕшсен хушшинче ирттернĕ КВН-ра пулас Пифагорсемпе Архимедсем тăрăшсах тупăшрĕç. Çĕнтерỹ вара "Пифагорсен" енче пулчĕ. 8-мĕшсемпе 9-мĕш классен хушшинче ирттернĕ "Форт бояр" вăйă та пурне те тыткăнларĕ. Кунта 8-мĕшсем пултаруллăрах пулни курăнчĕ. Юлашкинчен математикăна халалланă каç ирттертĕмĕр. Кунта ачасем çак ăслăлăха халалласа сăвăсем вуларĕç, юрăсем шăрантарчĕç, тĕнчипе паллă математиксем çинчен докладсем туса пачĕç, сценкăсем выляса кăтартрĕç. 2-3-мĕш классенче вĕренекенсем те çак каçа хаваспах хутшăнчĕç. Вĕсем цифрăсем çинчен сăвăсем вуларĕç, аслисене вĕрентсе шỹтлесе те илчĕç. Питĕ кăмăллă иртрĕ математика каçĕ. Математика эрнине ăнăçлă та тухăçлă ирттерес тесе тăрăшнă, çак ăслăлăха алла илме пулăшакан Антонина Николаевна Ульяновапа Лев Николаевич Падиарова тата класс ертỹçисене тав сăмахĕ калас килет. Ĕçĕсем малашне те ăнса пыччăр вĕсен.

 

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
19 марта 2008
00:00
Поделиться