Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Ырă ĕçсен çулталăкне ырă ĕçсемпе паллă тăвар

 

 

 "РАÇÇЕЙ Федерацийĕнчи вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелемелли тĕп принципсем çинчен" саккуна пурнăçа кĕртнĕ май вырăнти влаçăн полномочийĕсемсни пире тата та тăрăшарах ĕçлеме хистет. Çак саккунăн пĕлтерĕшĕ каламасăрах палă. Чи малтанах ял поселенийĕн ĕçне харпăр хăй тĕллĕн, çỹлтен хушмасăр йĕркелесе пымалла. Вырăнти влаçпа халăх хушшинчи çыхăнăва çирĕплетмелле. Шăмăршă ял поселенийĕн территорийĕнче кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне пурĕ 5051 çын пурăнни паллă. Çав шутра Шăмăршăра _ 4035, Энтĕрьелĕнче _ 426, Çĕнĕ Шăмăршăра _ 376, Ирçе Тĕккинче _ 61, Канаш паççулккинче _ 65 тата вăрман варринче вырнаçнă паççулккăсенче 88 çын. Вырăнти влаçăн ĕçĕ нумай енлĕ, ытларах чухне территорире пурăнакан çынсем çине таянса ĕçлеме тивет. Вĕсем кулленхи ĕçре витĕмлĕ пулăшу параççĕ, ырă тĕслĕхпе ыттисене хавхалантараççĕ. ДРСУ ертỹçи В.Г.Федотов, вăрман хуçалăхĕн ертỹçи В.А.Петьков, "Карлинская" Агрофирма" ертỹçи И.М.Абсалямов, "Строитель" ООО ертỹçи Н.Н.Быков район центрĕн инфраструктурине аталантарас тĕлĕшпе тивĕçлĕ тỹпе хываççĕ. С.А.Галкин предприниматель хăйĕн укçи-тенкипе илемлĕ ача-пăча площадки туса лартрĕ. Çавăн пекех район центрне тирпей-илем кĕртме Н.Г.Любимова, Н.Н.Юманова, М.Назарова предпринимательсем, ял старости Н.И.Удин сахал мар пулăшу панине палăртас килет. Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр ертỹçи С.В.Кузьмин, "Коммунальник" МУП ертỹçи В.К.Воробьев, "Чăваш вăрманĕ" наци паркĕн ертỹçи Ю.С.Татарских, "Агросервис" ООО ертỹçи А.В.Максимов тата ыттисем те ял поселенийĕн администрацийĕпе тачă çыхăнса ĕçлеççĕ. Район пуçлăхĕ В.П.Фадеев пирĕн ĕçпе куллен интересленет, çивĕч ыйтусене татса пама пысăк пулăшу парать. Пĕлтĕрхи конкурс кăтартăвĕсем тăрăх, район центрĕнче чи тирпейлисем тесе казначейство уйрăмĕн, подстанцин, налук инспекцийĕн, Перекет банкĕн уйрăмĕн, Культура керменĕн, вăтам шкулăн, шалти ĕçсен пайĕн территорийĕсене йышăнтăмăр. 2007 çулхи пĕрремĕш çур çулта производствăпа экономика тата социаллă пурнăç кăтартăвĕсем тăрăх пирĕн ял поселенийĕ республикăра иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Çĕнĕ Шăмăршă ялĕн старостине Н.А.Стефинова "Чăваш Республикин чи лайăх ял старости" ят пама тăратрăмăр. Çĕнĕ Шăмăршă ялĕпе кунти В.Кудряшов артист урамĕ "Районти чи лайăх ял" тата "Районти чи лайăх урам" ятсене чыслăн тытаççĕ. Наградăсем пирки калас пулсан, çакна та палăртмалла: 2007 çул кăтартăвĕсем тăрăх пирĕн ял поселенине МЧСăн пĕрремĕш степеньлĕ Дипломĕпе тата куçса çỹрекен Кубокĕпе чысларĕç. Çавăн пекех ялта пурăнакансен ĕçне чи лайăх йĕркеленĕшĕн пире пĕрремĕш степеньлĕ Дипломпа тата 900 пин тенкĕ укçан преми парса хавхалантарчĕç. Çак укçана эпир Шăмăршăра культурăпа спорт комплексĕ тата Космовский урамĕнче тимĕр карта тунă çĕре куçартăмăр. Кăçал Федераллă бюджетран пурăнмалли çурт-йĕре юсама 10 миллион тенкĕ, виçĕ çул хушшинче вара 30 миллион тенкĕрен кая мар куçмала. 2008 çулта авари пулма пултаракан çуртсенче пурăнакан 20-е яхăн çемьене çĕнĕ хваттерсене куçарма палăртнă. Çакăн валли 6,6 миллион тенкĕ уйăрма пăхнă. Район администрацийĕ "Коммунальник" МУПа кивĕ газ хуранĕсене çĕннисемпе улăштарма 3 миллион тенкĕ, ял поселенийĕ çỹп-çап пуçтаракан машина туянма 900 пин тенкĕ уйăрчĕ. Ял çыннисен канăвне усăллă йĕркелес тĕлĕшпе те тăрăшатпăр. Темиçе çул хушши ĕнтĕ Çĕнĕ Шăмăршă, Энтĕрьел ялĕсемпе Канаш паççулккинче "Пĕчĕк ял уявĕсене" ирттеретпĕр. Кăçалхи ĕмĕт-тĕллевсем пирки калас пулсан, пире çак пысăк ĕçсем кĕтеççĕ: 100 миллион та 941 пин тенкĕ тăракан физкультурăпа спорт комплексне хута ямалла, нумай хваттерлĕ 2 е 3 çурта тĕпрен юсамалла, Шăмăршă масарĕ йĕри-тавра тимĕр карта тытмалла, Шăмăршă _ Баскак асфальт çула туса пĕтермелле, Çĕнĕ Шăмăршăпа Шăмăршăра скважинăсем хута ярса Çĕнĕ Шăмăршăпа Шăмăршăри Заводская урама ĕçмелли паха шывпа тивĕçтермелле, Çĕнĕ Шăмăршăри масар çинче пĕчĕк пỹрт тумалла, Энтĕрьелĕнчи Культура çурчĕн маччине юсамалла, "Шанс" ООО тата "Агродор" ООО выльăх-чĕрлĕх фермисене реконструкцилеме патшалăх пулăшăвне илме тăрăшмалла, Агрохимиксен, Афанасьев урамĕсенче электропередача линийĕсен юписене улăштармалла. Ял поселенийĕнче лицевой счет уçнă кашни гражданина хальтерех электроэнергие шута илекен ятарлă щит туянма сĕнетпĕр. Çавăн пекех кирпĕч завочĕ тăвас ыйту та кун йĕркинчех тăрать. Документсем хатĕрлесе çирĕплетес ĕç тăсăлсан та, Шăмăршă районне завод кирлех тесе шутлатпăр. Сăмахăма вĕçленĕ май, ял поселенийĕн территорийĕнче пурăнакан кашни çынна тирпей-илемшĕн тăрăшма, йывăçсемпе тĕмсем, чечексем çитĕнтерме чĕнсе калатăп. Ырă ĕçсен çулталăкĕнчи кашни кун ырă ĕçпе паллă юлтăр.

 

 

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
19 марта 2008
00:00
Поделиться