Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Фестиваль вăй илет, аталанать

РАЙОНТА вунă çул хушши учительсен методика идейисен фестивалĕ пырать. Хальхинче Палтиелĕнчи пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан шкулта химипе биологи вĕрентекенĕсен фестивалĕ пулнă. Сăмах май, фестиваль 1998 çулхи февралĕн 27-мĕшĕнче Васан шкулĕнче пуçланнă. Çакăн йышши мероприятире вĕрентекенсем нумай çĕнĕ шухăшпа паллашаççĕ. Тепĕр енчен, фестиваль пĕр-пĕрин ĕç опычĕпе паллашма та май парать. Çамрăк специалистсене самаях пысăк опыт пухнă вĕрентекенсенчен те вĕренмелли питĕ нумай. Фетиваль вĕçленсен урокри çитменлĕхсем çинчен уççăнах калаçаççĕ, тишкереççĕ. Вунă çул хушшинче 13 фестиваль иртнĕ. Вĕсем пурте ăнăçлă та усăллă пулни палăрса тăрать. Паллах, кашни çулах вĕрентекенсем çĕнĕлĕхсем шыраса тупаççĕ, ăна пурнăçа кĕртме васкаççĕ. Уроксенче час-часах компьютер технологийĕпе усă курма тăрăшаççĕ. Республика шайĕнче иртекен фестивале кăçал районти 5 вĕрентекен хутшăнма кăмăл тунă. Вăл Çĕмĕрле хулинче "Паянхи шкулти физикăпа математика урокĕсем" ятпа пулĕ. Апла пулсан пирĕн вĕрентекенсем хăйсен ĕçне кăтартма пултараççĕ, çакă савăнтарать. Районта иртнĕ фестиваль-уроксене, вĕсене хатĕрлекенĕсене, уйрăмах ăнăçлисене, палăртса хăварни те вырăнлă. 10 класра иртнĕ "Ĕçкĕ _ пысăк инкек" (Г. Угарина, Пăчăрлă Пашьел шкулĕ), "Сиенлĕ ỹсен-тăран" (И. Валиев, Палтиел шкулĕ, 1998 çул), ИЗОпа музыка урокĕ (Л. Нянинпа Ю. Бакин, Анат Чаткас шкулĕ, 2005 çул), ИЗО урокĕ (А. Семенов, Виçпỹрт Шăмăршă шкулĕ, 2005 çул), вырăс литературипе "А. Пушкин енне-утăм" (Е. Борзова, Кивĕ Чукал шкулĕ, 2007 çул), физикăпа "Поверхностное натяжение" (А. Еремеев, Чукал шкулĕ, 2007 çул), географипе "Восточно-Европейская равнина" (Г. Тридворнов, Кивĕ Чукал шкулĕ, 2006 çул) тата ыттисем те. Пурне те асăнса та тухаймăн. Малашне татах та интереслĕ, усăллă уроксем пуласса шансах тăратпăр.

 

 

 .



"Шăмăршă хыпарĕ"
19 марта 2008
00:00
Поделиться