Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ТАВАХ САНА, ТАВАХ!

 

 ÇĔР çинче ырă çынсем пĕтменни чуна савăнтарать. Кăмăллă çынсем теприн хуйхи-суйхине те курма, йывăрлăхра пулăшма пултараççĕ. Çакăн пек çынсенчен пĕри Патирек ялĕнче пурăнать, вăл _ Н. Балянина. Нина Александровна ваттисемпе те, çамрăксемпе те пĕр чĕлхе тупма пултарать. Ăшă сăмахпа та, ырă ĕçпе те, уйрăмах ватăсене, пулăшса пырать. Ял поселенийĕн специалисчĕ пулнă май, кашни çыннăн шăпине витĕр курса тăрать. Ватăсене кирлĕ справка-документсене те Н. Балянина килех кỹрсе парать. Вилнĕ çынсене юлашки çула ăсатнă чухне те вăл пуçарулăхпа палăрать. Февраль уйăхĕнче икĕ ватă çынна пытарма пулăшрĕ. Пулăшрĕ кăна мар, хăйех тупăкпа хĕресне те туянса килчĕ. Çỹлти патшалăха каякан çынсене тирпейлесе пытарассишĕн çунчĕ. Тĕрлĕ ыйтупа унпа канашлаççĕ ялти çынсем. Ватăсем патне килне çитсе ăшă сăмах каласа хăварать е телефонпа лăплантарать. Хуйхи-суйхине çурмалла пайлама тăрăшать. Паллах, Нина Александровнан пархатарлă пĕтĕм ĕçне асăнса та пĕтереймĕн. Эпир ăна Хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе саламлатпăр, кашни кунах уншăн хĕвеллĕ те телейлĕ пуласса шанатпăр.

 

 

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
08 марта 2008
00:00
Поделиться