Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

"Сывлăх! Илем! Пултарулăх!"

 

 КАШНИ каçах Виçпỹрт Шăмăршă ялĕнче 6 сехет иртсессĕн спорт тумĕ тăхăннă хĕр арăмсем йышлăн утнине курма пулать. Ял варринчи шкул çуртне васкаççĕ вĕсем. Февралĕн 4-мĕшĕнчен пуçласа кунта хĕр арăмсен пурнăçĕнче çĕнĕ тапхăр пуçланчĕ. Ку вăл хĕр арăмсен "Шанчăк" клубĕ уçăлнипе çыхăннă. Мал туртăмлă хĕр арăмсем хăйсен пурнăçне сывлăхпа, илемпе пуянлатаççĕ. Пирĕн клуба 20 ытла хĕр арăм çỹрет. Вĕсенчен чи ватти 62-ре, чи çамрăкки вара 26-ра. Пирĕн хамăрăн актив та, тĕллевсем те, девиз та пур. Ку çĕнĕлĕхе ялти шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Людмила Алексеевна Семенова пуçарса ячĕ, вăлах клубăн ертỹçи те. Клубра эпир тĕрлĕрен йывăр хусканусем тума, акăш пек хитре утма, ташлама, тĕрĕс сывлама вĕренетпĕр. Тĕрлĕ канашсемпе пĕр-пĕрне хавхалантарса, шỹтлесе-кулса, пĕр-пĕрин пурнăç опычĕпе паллашса, сывă пурнăç йĕркине тытса пыма тăрăшатпăр. Америка сиплевçи Луиза Хей вĕрентĕвĕсене тĕпе хурса, тĕрлĕ психологиллĕ тренингсем ирттеретпĕр, аффирмацисемпе усă куратпăр. Юрă вара пирĕншĕн чăнахах та чун уççи, вăл пирĕн клубра кашни кунах янăрать, Тĕрлĕрен çĕнĕ юрăсем вĕренетпĕр, ĕлĕкхисене те савăнсах аса илетпĕр. Пирĕн пĕрремĕш çитĕнỹсем те пур ĕнтĕ. Малтанхи кунсенче тăвайман хусканусенчен нумайăшне паян çăмăллăнах тăватпăр эпир. Шпагат ларакансем те, пуç хĕрлĕ тăракансем те ỹссех пыраççĕ пирĕн хушăра. Ача чух, 60-70-мĕш çулсенче тунă пирамидăсене аса илтĕмĕр. Халĕ эпир 12 çынран тăракан кăткăс пирамида туса кăтартма пултаратпăр. Кашни кунах тулли кăмăлпа, ырă ĕмĕтсемпе таврăнатпăр эпир çемьесене. Килте те пире ăнланаççĕ, пулăшма тăрăшаççĕ. Яланах сывлăхлă та çирĕп чунлă, хитре те илĕртỹллĕ пулар, пĕр-пĕрне ăнланма, юратма, каçарма вĕренер, хĕр арăмсем! Ватлăх кунĕсене те çирĕп сывлăхпа кĕтсе илер. Чунпа çеç мар, кĕлеткепе те çамрăк пулар. Васкăр пирĕн пата, хĕр арăмсем! Уяв ячĕпе сире пурсăра та!

 

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
08 марта 2008
00:00
Поделиться