Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Çитмĕлте пулсан та, чунĕ çамрăк...

 

 

КИВĔ ШĂМĂРШĂРА пурăнакан Нина Васильевна Ларионова ыран 70 çул тултарать. 70 çул... Калама кăна çăмăл вĕт. Шухăшпа пурнăç çулĕ тăрăх утса тухсан, савăнăçĕ те, хуйхи-суйхи те темĕн чухлех пуçтарăнать. 1938 çулхи мартăн 9-мĕшĕнче, Патăрьел районĕнчи Ишлĕ ялĕнче çут тĕнчене килнĕ Нина. Ашшĕпе амăшĕ сакăр ача çуратнă, виçĕ хĕр ачипе пĕр ывăл йывăр чирлесе пурнăçран уйрăлса кайнă. _ Çиме çăкăр çукчĕ, крахмал пашалăвĕ, курăк çисе чуна усранă, - куççуль витĕр аса илет çав вăхăтсене Нина Васильевна. Ачаллах колхозра йывăрлăхне нумай тỹснĕ вăл, çитĕнсе пынă май арçын ĕçне пурнăçлама та ỹркенмен: хăма çурнă, кирпĕч çапнă, çĕр чавнă... 1957 çулта оргнабор йĕркипе Орск хулинчи пысăк стройкăна тухса кайнă Нина. Кунта вăл хăйĕн юратăвне тупнă _ Кивĕ Шăмăршă йĕкĕчĕпе Анатолий Ларионовпа паллашнă. Туй туса пĕрле пурăнма тытăнсан, Нина Шăмăршă больницинче кĕпе-йĕм çăвакан пулса ĕçлеме пуçланă. "Прачка", - тесе çырнă унăн ĕç кĕнекинче. Çак йывăр ĕçре Нина Васильевна пĕр улшăнмасăр 35 çул хушши тăрăшнă. Хастар ĕçне сума суса, Н.Ларионована Хисеп грамотисемпе тата "Ĕç ветеранĕ" медальпе наградăланă. Ултă ача çуратнă вĕсем мăшăрĕпе иккĕшĕ. Шел, пĕр ачи çуралсанах вилнĕ, тепĕр ывăлĕ çитĕнсе çитсен сарăмсăр çĕре кĕнĕ. Виçĕ ывăлĕпе пĕр хĕрĕ, вунă мăнукĕ Нина аппана пурăнма вăй-хал парса тăраççĕ. Çитмĕле çитрĕ пулин те, чунĕпе çамрăк-ха вăл. Кил хушшинчи ĕçсене вăр-вар пурнăçлать, хăнара вара илемлĕ чăваш юррине шăрантарать: Шăнкăр-шăнкăр шыв юхать, Шыв юхать те чул юлать. Шухăшлар-ха, тăвансем, Ĕмĕр иртет, кун юлать... Хисеплĕ Нина Васильевна! Юбилей ячĕпе Сире ачăрсемпе мăнукăрсем, çывăх тăванăрсем чĕререн саламлаççĕ, çирĕп сывлăх, телей, вăрăм ĕмĕр сунаççĕ. Çĕр çула çитме Турă сывлăх патăрах Сире, хаклă çыннăмăр!

 

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
08 марта 2008
00:00
Поделиться