Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Яковлев халалĕсене пурнăçласа

 

 "Килĕшсе ĕçленĕ ĕç пысăк усăллă"... Çапла каланă чăвашсен ăсчахĕ И.Я.Яковлев тăван халăхне пехиллесе хăварнă Чун халалĕнче. Вĕрентекенĕмĕрĕн ятне Шăмăршăри пĕтĕмĕшле вăтам шкулта та, мĕнпур чăваш халăхĕ пекех, сăваплăн асăнаççĕ, унăн пехилĕсене упрама, ăнланма тăрăшаççĕ, халалĕсене асра тытса пурнăçласа пыраççĕ. Шкул _ ашшĕ-амăшĕ _ вĕрентекен _ вĕренекен çыхăну çулсеренех çирĕпленсе пыни те курăнать. Акă, нумаях пулмасть çакна кунти анлă конференци те кăтартса пачĕ. Пысăк залра вĕренекенсемпе вĕрентекенсем, ашшĕ-амăшĕсемпе общественноç каллех шкулти кулленхи çивĕч ыйтусене пĕрле сỹтсе яврĕç. Шкулти лару-тăрупа пухăннисене Л.Н. Иванова директор паллаштарчĕ. Çакна палăртма кăмăллă: юлашки çулсенче кунта ырă çитĕнỹсем хушăнсах пыраççĕ, вĕренỹри ỹсĕм те савăнтарать. Иртнĕ вĕренỹ çулне кунта 8 вĕренекен ылтăн тата кĕмĕл медальсемпе пĕтернĕ, вĕренỹ пахалăхĕ те палăрмаллах лайăхланнă _ 99,3 процент. Кăçалхи çур çулта шкулта пурĕ 42 ача "5" паллăпа çеç, 219-ăн "4" тата "5" паллăсемпе ĕлкĕрсе пынă. Районти олимпиадăсенче те шăмăршăсен çитĕнĕвĕ çулсеренех çĕкленет: сăмахран, иртнĕ çул 47 çĕнтерỹçĕ пулнă пулсан, кăçал вара _ 55. Вĕренекенсем Раççей шайĕнче иртекен дистанци олимпиадисене те йышлăн хутшăнаççĕ: вырăс чĕлхипе, математикăпа, биологипе тата обществознанипе кăçал 51 вĕренекен хăйĕн пĕлĕвне тĕрĕслерĕ. Çавăн пекех наукăпа практика конференцийĕнче те районта каллех 22 çĕнтерỹçĕ _ шăмăршăсем. Çакăнта уйрăмах А.Басырова (9а), Л.Алимова (11в), Е.Захарова (10б), К.Баскакова (11в), Е.Муромцева (9а) тата ытти вĕренекенсем тĕрлĕ предметсемпе тарăн пĕлỹ кăтартнă. Вĕренекенсен çитĕнĕвĕнче, паллах, вĕрентекенсен тỹпи те пысăк. Вĕрентекенсем кашни шкул ачиех çирĕп пĕлỹ илтĕр тесе тăрăшаççĕ, урокра çеç мар, уроксем хыççăн та ачасемпе уйрăмшаррăн нумайччен ĕçлеççĕ, кăткăс ыйтусене пĕрле татса пама çул-йĕр шыраççĕ, вĕренỹри çĕнĕлĕхсемпе паллаштараççĕ. Анлă конференцире çавăн пекех пухăннисен умĕнче район прокурорĕ И.Г.Мифтахутдинов, ашшĕ-амăшĕсен канашĕн ертỹçи О.Н.Алексеев, ашшĕ-амăшĕсен канашĕн членĕ, çак шкулта ĕçленĕ Ф.П.Кузнецова вĕрентекен, 11л класри А.Петрова вĕренекен тата ыттисем те ырă сăмахсем сахал мар каларĕç. Пухăннисен умĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ В.П.Фадеев уйрăмах вĕренекенсемпе вĕрентекенсене, ашшĕ-амăшĕсене вĕренỹре тата вĕрентỹ ĕçĕнче пурне те мал туртăмлă, таса чунлă пулма сĕнсе каларĕ, çамрăк ăрăва тăрăшса ăс-хакăл пухма ырă сунчĕ. Анлă конференци пурне те килĕшрĕ.

 

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
05 марта 2008
00:00
Поделиться