Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Тупа-тупа тупата, ик урара _ çăпата...

 

 

 

 Çăпата сырса чупаттăм, Кашни ир ялти шкула. Вăтанаттăм, хурланаттăм... Атте вилнĕ вăрçăра. Тăхăнас килетчĕ атă, - Çăпата сĕнетчĕ ватă... (Ив.САЛАНТАЙ. "Çăпата"). РАÇÇЕЙРЕ, çавăн пекех пирĕн Чăваш тăрăхĕнче те нумай ĕмĕр хушши урана çăпата сырса çỹрени çинчен калани _ çĕнĕлĕх мар. Манăн та ачаллах çав пушăт çăпатипе туслашса чылай çул усă курмалла пулчĕ. Эпĕ кăна мар, манăн тантăшсемпе манран кĕçĕнреххисем те, ваттисем пекех, çăпата сырса ỹснĕ. Кил хушшинче те, ĕçе кайнă чух та, тепĕр чух хăнана кайма та çăпата сырнă чăваш. Ăшă çанталăк чух чăлха-нуски çинчен, сивĕ çанталăкра пуртенкке е çăмран авăрласа тĕртсе тунă тăла чĕркенĕ, е çав тăларан чăлха çĕлесе тăхăнса çăпата сырнă. Çăпата çумĕнче икĕ кантăра пулнă, çавсемпе ура çумне çавăрса çыхса лартнă. Çăпата туса сырасси çăмăл ĕç мар, тата ăна çемьери кашни çын валлиех хатĕрлемелле-çке. Çав вăхăтрах арçыннăн ытти ĕçне те тумалла, çемьене тăрантармалла. Çăпата тума пушăт кирлĕ. Пушăтне вара икĕ-виçĕ сантиметр хулăнăш çăка вуллисене, сĕткен кĕнĕ вăхăтра касса, хуппине сỹсе илсе хатĕрлемелле. Анчах та вăрмана лесниксем кĕртмеççĕ, кунĕн-çĕрĕн сыхлаççĕ. Çапах та ял çынни кирлĕ чухлĕ пушăт хатĕрлеме меслет тупатех, унсăрăн пурăнма çук. 1942 çул пуçламăшĕнче, аттепе тете Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин фронтне тухса кайсан, çăпата тăвас нуша ман çине юлчĕ. Ун чух эпĕ вун иккĕре çеçчĕ. 1943-1944 çулсем чăтма çук йывăр выçлăх çулĕсем пулчĕç. Колхозра ĕçленĕшĕн колхозниксене тырă уйăрса паман, йĕпе çул пулнипе пахчари улма та çĕрсе кайрĕ. Çав çулсенче эрне хушшинче тăватă-пилĕк мăшăр çăпата тăваттăм та Пашьел пасарне сутма каяттăм. Хăш чух пĕр кĕрепенкке услам çу илсе килеттĕм, тепĕр чух пĕр стакан тăварпа улăштараттăм. Хура ката ялĕнчи мишер арăмĕсем çăпатасене хапăл тусах туянатчĕç. Ун чух эпĕ шкула çỹреме те пăрахрăм. Вăрçă чарăнсан, виçшер хут аманнă пулсан та тăван киле чĕрĕ таврăннă аттепе тете мана шкула кайма хистерĕç. 1946 çулта, вун улттăра, çичĕ класлă шкултан лайăх паллăсемпе вĕренсе тухрăм та Патăрьелĕнчи училищĕне кайса кĕтĕм. Ун чухне те çул çине тухма, утма çăмăл пултăр тесе урана çăпата сыраттăмăр. Ялан тенĕ пекех Чукалпа Патăрьел хушшине çуран çỹренĕ. Юлашки çул вĕреннĕ чух Май уявне киле килме тухрăм. Патăрьелĕнчи улма-çырла питомникĕ умĕнче пилĕк-ултă хĕр, пахчаçăсен шкулĕнче вĕренекен Шамкай тата Шăмăршă пикисем иккен, шăкăл-шăкăл калаçса тăраççĕ. Эпĕ _ çăпата сырнă çирĕмри йĕкĕт _ вĕсем патне çитсе тăтăм. Хуть те çĕр айне анса кай! Чăнах та, манăн урана тăхăнмалли пĕр мăшăр çĕтĕк ботинка çеçчĕ, ăна тата икĕ уйăх, вĕренсе тухиччен упрамалла пулнă. Ку çеç те мар. Салтакран таврăнса икĕ çул шкулта ĕçленĕ хыççăн, шкулсенче классене чакарчĕç. Пĕр вăхăт ĕçсĕр пурăнма тиврĕ. Çавăн чух химлесхоз валли вăрман касма çỹрерĕм, ураран тăлапа çăпата кайман. Халĕ те, тепĕр чух пуçăма арман чулĕ пек йывăр шухăш пуссан, сарайĕнче çакăнса тăракан çăпатана аллăма тытатăп. Мулăм пулсан, вăй-хал çитсен тем пек çăпатана асăнса палăк лартăттăм. Çăпата _ пирĕн истори, нушара, шартлама сивĕре çăлăнăç кỹнĕ ал ĕç япали. Текех нихăçан та тăхăнмала ан пултăрччĕ сана, çăпата, эс музейра çеç хăвăн хисеплĕ вырăнна туп!

 

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
05 марта 2008
00:00
Поделиться