Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Культура Чуна тыткăнларĕç юрăсем

 

 

 

 

ШĂМĂРШĂРИ Культура керменĕнчи художество коллективĕсем тата уйрăм солистсем халăха час-часах пуян программăллă концертсемпе савăнтараççĕ. Çак кунсенче Культура керменĕнче иртнĕ концерт программине "Антонина" халăх ташă коллективĕ "Тăван çĕршыв" хореографи композицийĕпе уçрĕ. Ун хыççăн сцена çине нумай-нумай смотрсемпе конкурссен лауреачĕ _ арçынсен халăх хорĕ тухрĕ. В.Харитонов художество руководителĕ тата аккомпаниатор пулса ертсе пыракан пултаруллă коллектив М.Блантерăн "Вечер на рейде" (солисчĕсем К.Анисимовпа В.Мартынов) тата "Манмастпăр Уруков ятне" (сăм.И.Саландаевăн, кĕв. И.Медведевăн) юрăсене (солисчĕ И.Медведев) мăнаçлăн шăрантарчĕ. Çак коллективăн "Плыть" (солисчĕ В.Павлов), "Не плачь, девчонка" (солисчĕ И.Мандрюков), "Школа командиров" юррисене те ăшшăн йышăнчĕ тулли зал. Хĕрарăмсен ансамблĕ "Дороги России", "Бабье лето" юрăсене чĕре хĕлĕхне хускатса илемлĕ юрларĕ. Уйрăм юрăçсем те хăйсен уçă та хитре сассисемпе чуна тыткăнларĕç. А.Варнаков "Уралочка", С.Кудряшов "Рота", Шăмăршă вăтам шкулĕнче вĕренекен А.Давыдова "Дорогою добра", П.Пыркин "Звезда по имени солнце" юрăсемпе чĕрере чи ăшă туйăмсем хăварчĕç. С.Хураськинапа М.Федорова, К.Анисимовпа В.Мартынов (дуэт), В.Павлов, С.Кудряшовпа И.Мандрюков (трио) солистсем юрланă хыççăн та залра ларакансем чылайччен алă çупрĕç. "Антонина" халăх ташă коллективĕн кĕçĕн ушкăнĕ "Веселая компания", аслă ушкăнĕ "Граница" сюжетлă ташăсене питĕ килĕшỹллĕ ташларĕç. И.Саландаевапа А.Жолобов "С любимыми не расставайтесь" литературăпа музыка композицине чылайлăха асра юлмалла тата питĕ витĕмлĕн кăтартса пачĕç. Шăмăршăри халăх театрĕ çумĕнчи ача-пăча студийĕ вара "Уля и Филя" инсценировкăна ăста вылярĕ. Яланхи пекех, концерт программине Л.Владимирова кашнийĕн кăмăлне каймалла ертсе пычĕ

 

 

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
05 марта 2008
00:00
Поделиться