Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Юсавлă техника _ ĕççи ăнăçлăхĕ

 

ÇУР АКИЧЧЕН вăхăт ытла нумаях та юлмарĕ темелле. Хресчен вара ĕлĕкренех урапана хĕллех хатĕрлесе хума тăрăшнă. "Шанс" ООО пирки те çакнах калас килет. Хуçалăх ертỹçи В.Еремеев каланă тăрăх, кунта техникăна, кăкарса ĕçлемелли ял хуçалăх машинисене ĕççи валли хатĕрлес ĕçсем начар мар пыраççĕ. В.Кузьмин ертсе пыракан юсавçăсен звени сỹресене юсаса пĕтернĕ те ĕнтĕ. Халĕ хуçалăхра дисклă йывăр сỹресене юсаççĕ. М.Еремеев тата Л.Давыдов слесарьсем _ опытлă специалистсем, пур ĕçе те тĕплĕн тума тăрăшаççĕ. Унсăрăн епле-ха _ çур аки ăнăçлăхĕ техника пахалăхĕнчен, шанчăклăхĕнчен нумай килет-çке. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене акакан агрегатсем кăçал иккĕ пулмалла, вĕсенчен пĕри _ виçĕ сеялкăлли. Сеялкăсем, тĕпрен илсен, хатĕрпе пĕрех темелле _ вак-тĕвексене юсаса регулировка тумалли çеç юлнă. Хуçалăхра тракторсене те юсаççĕ. Паянхи куна тĕрлĕ маркăллă "хурçă утсен" çурри ытла ĕççине хутшăнма хатĕр темелле. Çур акинче вăрлăхсем тĕлĕшпе те йывăрлăх пулмалла мар. Валерий Петрович каланă тăрăх, вĕсене тасатса сортланă, çитейменнисене Тутарстан Республикинчен тата хамăр районти "Искра" СХПКран кỹрсе килеççĕ. Вĕсем _ çĕнĕ сортлă урпапа тулă. Çунтармалли-сĕрмелли материалсемпе минераллă удобренисем пирки те халех шутлаççĕ хуçалăхра. Вĕсене çуррине малтан, юлнине çитес тухăç шутĕнчен тỹлесе татмалла майпа кредит илесшĕн. Кăçалах прицеплă КамАЗ автомашина туянма та палăртнă. Çакă транспорт тăкакĕсене самаях чакарма май парĕ. Хуçалăх ертỹçине пăшăрхантаракан ыйтусем те çук мар иккен. Сăмахран, механизаторсен ыйтăвĕ çивĕч тăрать. Çавăн пекех, техника та кивелсе пырать _ çĕннине туянма вара вăй çитсех каймасть. Ирĕксĕрех кивĕрен çĕнĕ тума е аркине касса çаннине саплама тивет. _ Йывăр пулсан та, çурхи ака-суха ĕçĕсене вăхăтра ирттерес шанăçпа пурăнатпăр, ĕçлетпĕр, - терĕ юлашкинчен В.Еремеев. _ Кĕркунне кĕлетсем тулли пуласси халĕ мĕнле ĕçленинчен нумай килет.

 

 

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
01 марта 2008
00:00
Поделиться