Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

В.П.ФАДЕЕВА _ подполковник званийĕ

 ÇАК кунсенче Шупашкарта, оперăпа балет театрĕнче Раççей çарĕ 90 çул тултарнă ятпа савăнăçлă пуху иртнĕ. Унта хутшăннисене республика правительствин председателĕ С.Гапликов, Шупашкар тата Чăваш Ен митрополичĕ Варнава, республика военкомĕ А.Мокрушин полковник саламланă. Иртнĕ çулхи çар сборĕсенче пысăк хастарлăх кăтартнă район тата хула администрацийĕсен пуçлăхĕсене, министрсене черетлĕ çар званийĕсем панă. Пухăва хутшăннисем Шăмăршă районĕн пуçлăхне В.П.Фадеева хыттăн алă çупса саламланă. Паянтан вăл _ запасри подполковник. Эпир те саламлатпăр Сире, Валерий Петрович!

 

 

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
01 марта 2008
00:00
Поделиться