Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Пултараççĕ шăмăршăсем

 

РАЙОНТИ ачасемпе çамрăксен спорт шкулне çỹрекен кĕрешỹçĕсем республика шайĕнче те хăйсене лайăх енчен çеç кăтартаççĕ. Акă, Шупашкарта дзюдо енĕпе кĕрешсе 1992-93 çулсенче çуралнисем хушшинче 66 кг çитичченхи виçере А.Петров (Шăмăршă шкулĕ) виççĕмĕш вырăн йышăннă. Çакăнтах хăйсен виçе категорийĕсенче А.Юнкеровпа Е.Кузьмин тăваттăмĕш вырăнсене тивĕçнĕ. Самбо енĕпе кĕрешсе 100 кг çитичченхи виçере Н.Кузьмин та _ тăваттăмĕш. 1992-93 çулсенче çуралнисем хушшинче 51 кг çитичченхи виçере А.Юнкеров иккĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ, Е.Кузьмин вара тăваттăмĕш пулнă. Çакна та асăнса хăвармалла: Шăмăршăра самбо енĕпе иртнĕ кăнтăр зонинчи командăсен турнирĕ пулнă, пирĕн кĕрешỹçĕсем пĕрремĕш вырăна тухнă. Турнира Шăмăршă, Патăрьел, Елчĕк, Комсомольски районĕсен кĕрешỹçисем хутшăннă.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
01 марта 2008
00:00
Поделиться