Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Бюджет укçине _ халăх пурнăçне лайăхлатма

 

 итес виçĕ çулхи тапхăртах эпир сирĕнпе чи пысăк, Чăваш Еншĕн нимстермесĕр истори пĕлтерĕшлĕ проектсене вĕçлетпĕр, çавна пула республика ытти регионсенчен хăтлăхпа, тирпей-илемпе, экологи ăнăçлăхĕпе лайăх енчен уйрăлса тăма тытăнать", - тенĕ Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров Чăваш Ен Патшалăх Канашне янă Çырура. Паллах ĕнтĕ, палăртнă тĕллевсене пурнăçа кĕртесси федераллă, республика тата район бюджечĕсенчен кирлĕ чухлĕ укçа-тенкĕ уйăрнипе тачă çыхăннă. Мĕнлерех пурнăçланса пырать-ха çакă пирĕн районта, бюджет укçипе пĕлтĕр мĕнле ĕçсем тунă? Пирĕн корреспондент район администрацийĕн финанс пайĕн пуçлăхĕпе Е. П. КУДРЯВЦЕВАПА тĕл пулсан шăпах çак ыйтусене çĕкленĕ те ĕнтĕ. _ Юлашки çичĕ çул хушшинче Шăмăршă районĕн бюджетне тупăш кĕресси 5,1 хут ỹснĕ, 2007 çулта вăл 199903,7 пин тенкĕпе танлашрĕ, - тенĕ Е.П. Кудрявцева. _ Çак тапхăрта район бюджетне налуксенчен тата налуксенчен мар кĕрекен тупăш хисепĕ 3,9 хут ỹснĕ, 2007 çулта пурĕ 20007,0 пин тенкĕ укçа кĕнĕ. Районти бюджет учрежденийĕсем çăмăллăхсем панинчен, предпринимательсен ĕçĕнчен тата тупăш кỹрекен ытти çăл куçсенчен кĕнĕ укçа хисепĕ 2007 çулта 5040,0 пин тенкĕпе танлашнă. Çỹлте асăннă тапхăрта район бюджечĕн тăкакĕсем 5,1 хут ỹснĕ, 2007 çулта вăл 198168,0 пин тенкĕ шутланать. _ Елизавета Петровна, бюджет укçи-тенкине ăçта усă курнине тĕплĕнрех ăнлантарса параймăр-ши? _ 2007 çулта районти социаллă культура сферин учрежденийĕсене тытса тăма 133585,8 пин тенкĕ, çав шутра шкулсемпе ача сачĕсене тытса тăма 64905,5 пин тенкĕ, культура учрежденийĕсене тытса тăма 7581,1 пин тенкĕ, сывлăх учрежденийĕсене тытса тăма 61099,2 пин тенкĕ тăкакланă. Кусемсĕр пуçне, 2007 çулта район бюджетĕнчен çулсем тума, вĕсене тытса тăма тата юсама 22438,7 пин тенкĕ, граждансене кивĕ тата авари пулма пултаракан çуртсенчен çĕнĕ хваттерсене куçарма 5500 пин тенкĕ уйăрнă. Çавăн пекех ялсене тирпей-илем кĕртме тата урамсене çутатса тăма 2537 пин тенкĕ тăкакланă. "Социаллă политика" отрасль тăрăх пурăнмалли çурт-йĕршĕн тата коммуналлă çăмăллăхсемшĕн тỹлеме граждансене 2565,7 пин тенкĕ субсиди панă, çак çăмăллăхпа районти 1135 çемье усă курнă. _ Районта приоритетлă наци проекчĕсем мĕнлерех пурнăçа кĕреççĕ-ха? _ 2006 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа районта "Вĕрентỹ", "Сывлăх", "Пурăнмалли çурт-йĕр" тата "АПК аталанăвĕ" наци проекчĕсем ĕçлеме тытăнчĕç. 2007 çулта çамрăк çемьесене, çавăн пекех ялта пурăнакан уйрăм категорири граждансене çурт-йĕр тума е туянма федераллă бюджетран 4445,2 пин тенкĕ, республика бюджетĕнчен 3107,4 пин тенкĕ, поселенисен бюджетĕнчен 1637,9 пин тенкĕ уйăрнă. Çỹлте асăннă субсидисене 16 çамрăк çемье, ялта пурăнакан 7 çемье тата 16 çамрăк специалист илнĕ. "Вĕрентỹ" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн, ашшĕ-амăшĕсем хăйсен ачисене ача сачĕсене янăшăн тỹлемелли укçан пĕр пайне компенсацилеме федераллă бюджетран 246,3 пин тенкĕ тăкакланă. Çак çăмăллăхпа районти 565 çын усă курнă. 2007 çулта педагогсене класс руководителĕ пулнăшăн федераллă бюджетран 1798,3 пин тенкĕ тỹленĕ, çак тỹлеве 121 класс руководителĕ илнĕ. "Сывлăх" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн, 2007 çулта фельдшерпа акушер пункчĕсенчи медицина персоналне, васкавлă пулăшу уйрăмĕнче ĕçлекен врачсене, фельдшерсемпе медицина сестрисене тỹлеме 1252,2 пин тенкĕ тăкакланă. Чăваш Республикин 2008 çулхи бюджетĕнче, адреслă инноваци программипе пăхнă тăрăх, Шăмăршă районĕнче кăçал физкультурăпа спорт комплексĕ тума, çулсем тума тата юсама палăртнă. Çавăн пекех граждансене кивĕ тата авари пулма пултаракан çуртсенчен çĕннисене куçарма 6600,0 пин тенкĕ, çамрăк çемьесене çĕнĕ çурт-йĕр çавăрмашкăн е туянмашкăн субсиди тỹлеме 7611,2 пин тенкĕ уйăраççĕ. Ял поселенийĕсен бюджетĕнчен çамрăк çемьесене субсиди тỹлеме 1445,6 пин тенкĕ уйăрма пăхнă.

 

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
01 марта 2008
00:00
Поделиться