Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Алă ăсти

 ЭНТĔРЬЕЛĔНЧИ чи хисеплĕ ветерансенчен пĕри _ Н.Т.Елизаров. Николай Трофимович ялта хăйĕн ĕçченлĕхĕпе, сăпайлăхĕпе палăрса тăрать. Аллисем чăннипех те ылтăн унăн. Йывăçран каскаласа-якатса чуна ăшă туйăмсем кỹрекен япаласем ăсталама пултарать вăл. Хăйĕн килĕнчи шифоньера, йывăç кравате, ытти сĕтел-пукана хăйех ăсталанă вăл. Килĕшỹллĕ чỹрече рамисем, эрешлĕ алăксем те тухаççĕ унăн алли витĕр. Кашни япалана васкамасăр та чун ăшшипе тăвать ăста столяр. Пуртăпа каскалас, фуганокпа савалас туртăм ун çине ашшĕнчен куçнă. Энтĕрьелĕнчи пуçламăш шкулти 4-мĕш класра вĕреннĕ чухнех вăл ашшĕпе пĕрле чỹрече рами ăсталанă. Малтанласа Н.Т.Елизаров хăйĕн пурнăçне техникăпа çыхăнтарма шутланă. 1963 çулта Шăмăршă вăтам шкулĕнче 8 класс пĕтернĕ хыççăн Николай ытти яшсемпе пĕрле Казахстана тракториста вĕренме тухса кайнă. Алла права илсен унтах трактористра вăй хунă. 1965 çулта йĕкĕт тăван яла таврăнса Шăмăршăри строительствăпа монтаж управленине (СМУ) ĕçе вырнаçнă, тракторпа ĕçленĕ. Тепĕр 2 çултан Николая çар службине кайма повестка панă. Хĕсмет вăхăтĕнче Тольяттири автозавода çĕклеме хутшăннă, тĕрлĕ специальноçсемпе ĕçленĕ. Ытларах платник-столяр ĕçĕнче пулнă. 1969 çулта салтакран таврăнсан Н.Т.Елизаров ăçта ĕçлесси пирки нумай пуç ватман _ "Шемуршинский" совхозра столяр ĕçĕнче вăй хума пуçланă. Çак ĕç патнелле вăл пĕтĕм чун-чĕрипе туртăннă, столяр профессийĕ пурнăç пĕлтерĕшĕ пулса тăнă. 1982 çулта вара промышленность комбинатне ĕçлеме куçнă. Профессие ылмаштарман _ столяр ĕçĕнчех тăрăшнă. Унта 20 çула яхăн ĕçлесен "Саид" обществăра вăй хунă. Николай Трофимовичпа Зинаида Викторовна (вăл 30 çул ытла ялти медицина пунктĕнче фельдшерта тăрăшнă) 3 хĕр çуратса ỹстернĕ, вĕсене тивĕçлĕ воспитани панă, аслă пĕлỹ илме пулăшнă. Елизаровсен халĕ 2 мăнук ỹсет. Çак кунсенче Н.Т.Елизаров хăй çуралнăранпа 60 çул тултарнине паллă турĕ. Чаплă юбилей ячĕпе Николай Трофимовича савнă мăшăрĕ, юратнă хĕрĕсемпе кĕрĕвĕсем, мăнукĕсем, çывăх тăванĕсем, пĕрле ĕçленĕ юлташĕсем, кỹрши-аршисем ăшшăн саламларĕç, ырлăх-сывлăх, вăрăм ĕмĕр сунчĕç. _ Ал-урара вăй-хăват вĕресе тăнă чух, ватлăх çывхарни çинчен шутлас килмест-ха, - терĕ йăл! кулса Николай Трофимович. _ Хамăр валли, çынсем валли йывăçран хитре япаласем ăсталасчĕ тесе пурăнатăп.

 

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
01 марта 2008
00:00
Поделиться