Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ФЕРМЕР ĔНИ МĔНШĔН СĔТЛĔ?

 

ÇАК кунсенче Пăчăрлă Пашьелĕнчи "Бездна" хресчен (фермер) хуçалăхĕнче Чăваш Енпе Германин "Чăваш Республикинчи ял регионĕсене нумай çуллăха аталантарасси" пĕрлехи проектне мĕнле пурнăçлани пирки ятарлă семинар-канашлу пулса иртрĕ. Çак проектпа ĕçлеме, ăна ĕçе кĕртме мĕншĕн шăпах "Бездна" КФХна суйласа илнĕ-ха? Вăл, виçĕ çул каялла йĕркеленнĕскер, районта ăнăçлă аталанса пыракан хресчен (фермер) хуçалăхĕсенчен пĕри. Унăн производство кăтартăвĕсем те ỹссех пыраççĕ. Мĕнпе уйрăлса тăрать маларах асăннă проект? Унăн тĕп тĕллевĕ _ ялсенче çамрăксене çирĕплетсе хăварасси, килти хушма хуçалăхсене, хресчен (фермер) хуçалăхсене аталанма, ял халăхĕн пурнăçне лайăхлатма пулăшасси. "Бездна" хуçалăх кăçал ĕнесен рационне сăра çĕприне (пивная дробина) кĕртнĕ. Малтанласа ăна пĕрер килограмм çеç панă, каярахпа ку виçене тăватă килограма çитернĕ. Мĕн тетĕр? _ Çакăн хыççăн ĕнесем виçшер-тăватшар килограмм ытларах сĕт пара пуçларĕç,_тет хуçалăх ертỹçи А. Сатеев. Сăмах май, кунта ĕнесем талăкра вăтамран 17_18 килограмм таранах сĕт антараççĕ, хуçалăх куллен 300 килограма яхăн сĕт сутать. Выльăхсен ỹт хушаслăхĕ те пысăк. Семинар-канашлун тĕп тĕллевĕ ĕнесене сăра çĕприпе тăрантарасси, унпа мĕнле усă курмалли тата ăна упрамалли тĕллевсем пулчĕç. Çакăн вăрттăнлăхĕсене проекта пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе ĕçлекен ертỹçĕсенчен пĕри _ Германирен килнĕ Гуидо Яношек господин анлă лекцире паллаштарчĕ. Вăлах "Бездна" КФХан ĕне ферминче ĕнесен мастит чирне, сĕтĕн пахалăхне вырăнти условисенче палăртмалли меслетсене те тĕслĕхсемпе уçса пачĕ. Семинар-канашлун теорилле пайĕ Пăчăрлă Пашьелĕнчи Культура çуртĕнче малалла тăсăлчĕ. Пухăннисене "Бездна" КФХ ертỹçи А. Сатеев хуçалăх мĕнле йĕркеленнипе, халĕ еплерех ĕçлесе пынипе паллаштарчĕ. Ун хыççăн Г. Яношек господин "Чăваш Енпе Германин "Чăваш Республикинчи ял регионĕсене нумай çуллăха аталантарасси" проект республикăра мĕнлерех пурнăçа кĕрсе пынипе тĕплĕн паллаштарчĕ. Семинар-канашлура çавăн пекех Раççей Перекет банкĕн Шăмăршăри уйрăмĕн ертỹçи О. Алексеев тата "Россельхозбанкăн" Шăмăршăри уйрăмĕн ертỹçи В. Федотов килти хушма хуçалăхсене, хресчен (фермер), пĕрлешỹллĕ хуçалăхсене аталантарма, çураки валли вăрлăхсем, çунтармалли-сĕрмелли материалсем, минераллă удобренисем, техника туянма кредитсемпе субсидисем уйăрса памалли ĕçри çĕнĕлĕхсемпе паллаштарчĕç. Вĕсем хыççăн райадминистрацин выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес енĕпе ĕçлекен пайĕн тĕп зоотехникĕ Н. Вазанов, ỹсен-тăрансем çитĕнтерес тĕлĕшпе ĕçлекен пайĕн тĕп агрономĕ В. Севрюгин, Н. Ухваркин тĕп инженер ял хуçалăхĕнчи хальхи ыйтусем çинче чарăнса тăчĕç. Семинар-канашлу ĕçне район пуçлăхĕ В. Фадеев, унăн пĕрремĕш çумĕ В. Никифоров хутшăнчĕç. Валерий Петрович пĕтĕмлетỹ сăмахĕ каларĕ, умра тăракан çивĕч тĕллевсене палăртрĕ.

 

 

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
28 февраля 2008
00:00
Поделиться