Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Янăрарĕ юрă, шăранчĕ такмак...

 

Çемье тата Ырă ĕçсен çулталăкне, Чăваш просветителĕ И.Я.Яковлев çуралнăранпа 160 çул çитнине халалланă художество коллективĕсен районти фестивальне Пуянкасси ял поселенийĕн пултарулăх коллективĕ уçрĕ. Шăмăршăри культура керменĕнчи концерта 30 çынтан тăракан пысăк хор "Ытарайми çĕршывăмăр" (сăвви С.Ильинăн, кĕвви Н.Зиминăн) юрăпа пуçларĕ (аккомпаниаторĕ А.Андронов). Вырăс халăхĕн "Посею лебеду на берегу" юррине те мăнаçлăн шăрантарчĕ вăл. Л.Семенова хăй çырнă "Телей палли" сăвă вуласа панă хыççăн анлă сцена çине Пушкинсен çемье ансамблĕ тухрĕ, юрă-такмак композицийĕпе савăнтарчĕ. Çавăн пекех хĕрарăмсен ансамблĕ "Ай, улми, сар улми", "Вальс расставания", "Черемуха", арçынсен ушкăнĕ "Утса, утса урампа", "Мы друзья - перелетные птицы", "Ближе тебя" юрăсене илемлĕн юрланине те палăртмалла. Çамрăк солисткăсем программăна хăйне евĕр тĕс кỹчĕç. А.Михайлова "Не серьезно", Е.Муромцева "Кабы не было зимы" юрăсене питĕ хитрен шăрантарчĕç. А.Андроновпа А.Тимофеев "Куккук", Л.Егоровапа Ф.Малов "Атя, карчăк", Г.Андреева, О.Тимофеевапа Н.Петрова "Çăлтăр çулĕпе" юрăсемпе килентерчĕç. Л.Михайлова вуланă шỹтлĕ монолога, хĕрарăмсем ташланă чăваш ташшине (йĕркелекенĕ А.Макарова) те ăшшăн йышăнчĕç залра ларакансем. Программăна "Ахаяс"фольклор ушкăнĕ (руководителĕ Н.Федотова) интереслĕ юрă-ташă тата сăвă-такмак композицийĕпе вĕçлерĕ. Концерт программине В.Борисова пурин кăмăлне каймалла йĕркелесе пычĕ. Пĕтĕмлетсе каласан, районти фестивале пултаруллă коллектив ăнăçлă пуçларĕ.

 

 

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
23 февраля 2008
00:00
Поделиться