Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

"Сирĕн пек маттур çынсене пулăшас та килет"

  ШĂМĂРШĂ районĕн ырă ячĕ Раççей Патшалăх Думин депутачĕсен суйлавĕ хыççăн тата та çĕкленчĕ. Район çыннисем пĕр кăмăллă пулса "Единая Россия" партишĕн сасăларĕç. Тăван республикăшăн, çĕршыв пуласлăхĕшĕн сасăланă район çине Шупашкар унчченхинчен те ăшăрах куçпа пăхма тытăнни çакăнтан та курăнать: январь уйăхĕнче Шăмăршăра Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров ĕçлĕ çул çỹревпе пулнă чух район экономикипе социаллă пурнăçне аталантармашкăн укçа-тенкĕ ытларах уйăрма шантарчĕ. Пĕлетпĕр ĕнтĕ, Николай Васильевич _ хăйĕн сăмахне çирĕп тытакан чăн-чăн арçын. Пурнăç пĕлтерĕшлĕ тĕрлĕ программăсене ĕçе кĕртме района укçа-тенкĕ килме тытăнчĕ ĕнтĕ. Шăмăршăри тĕп больницăна тĕпрен реконструкцилеме, ялсене ĕçмелли паха шывпа тивĕçтерме, асфальт çулсем тума, сывлăх комплексĕ çĕклеме майсем çителĕклĕ. Юн кун _ февралĕн 20-мĕшĕнче _ Н.В.Федоров Президент пирĕн районта тепĕр хут пулчĕ. Хальхинче вăл вăрман хĕрринчи илемлĕ яла _ Карапай Шăмăршăна кăмăлланă. ...Ялти вăтам шкул çумĕнчи хоккей площадки умне вĕренекенсем те, ял халăхĕ те йышлăн пуçтарăннă. Хаклă хăнасене _ Чăваш Республикин Президентне Н.В.Федорова, республикăри МЧС пуçлăхне В.Н.Петькова, Раççей Геройне Е.Г.Борисова, район пуçлăхне В.П.Фадеева пухăннисем алă çупса кĕтсе илчĕç. Чăн малтан район пуçлăхĕ В.П.Фадеев сăмах илчĕ, хăнасене Шăмăршă çĕрĕ çинче чĕререн саламланă май умра тăракан тĕллевсемпе паллаштарчĕ. _ Хаклă ачасем, вĕрентекенсем, - терĕ хăйĕн саламлă сăмахĕнче Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров. _ Эсир физкультурăпа спорта юратни, çирĕп сывлăхлă пулассишĕн тăрăшни мана чунтан савăнтарать. Ан манăр: сывлăхран хакли урăх нимĕн те çук, сывлăхлă çын _ чи телейлĕ çын! Президент шкулти хоккеистсене 15 мăшăр спорт тумĕ парнеленине пурте тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç. Н.В.Федоров "Елочка" санатори территорийĕнче йĕркеленĕ 42-мĕш пушар чаçĕн уйрăм пушар постне савăнăçлă лару-тăрура уçма хутшăнчĕ. Шăмăршă районне КамАЗ автомашина никĕсĕ çинче йĕркеленĕ хăватлă пушар машинине парнеленĕ май, Президент çапла каларĕ: _ Маттур çынсене пулăшас та килет. Пушар ан тухтăр тесе тимлĕ пулар, инкек-синкек пуласран яланах сыхă тăрар. Журналистсен ыйтăвĕсем çине хуравланă май, Н.В.Федоров Шăмăршă районĕн çыннисем çирĕп те тĕреклĕ пурăнма, илемлĕ те сывлăхлă пулма тăрăшнине тулли кăмăлтан палăртрĕ. _ Эпир çакăн пек çынсене çирĕп шанатпăр! _ терĕ Президент.

 

.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
23 февраля 2008
00:00
Поделиться