Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Паттăра ял-йыш манмасть

 ПАЛТИЕЛĔНЧИ Харис Буданова 1941 çул вĕçĕнче çар ретне илнĕ. 1942 çулхи январьте вăл 139-мĕш стрелковăй дивизин 609-мĕш полкĕн йышĕнче фронта пырса çитнĕ. Пирĕн ентешĕмĕр малтанхи кунсенчен пуçласах çирĕп дисциплинăпа тата вăр-варлăхпа палăрса тăнă. Çак пахалăхсене пулах ăна связной туса хунă. "Тăхлан çумăрĕ" пĕрĕхнине, йĕри-таврашра бомба-снаряд çурăлнине пăхмасăр, Харис Буданов хĕрлĕармеец командованин пысăк пĕлтерĕшлĕ приказĕсемпе донесенийĕсене вут-хĕмлĕ линирен команднăй пункта яланах вăхăтра çитернĕ. Кашнийĕнчех хăй те тĕрĕс-тĕкел юлнă. Унăн гимнастерки çинче пульăсем, осколоксем хăварнă шăтăксем те пулнă, анчах вĕсем ỹте сиен кỹреймен. Пĕррехинче пуля унăн гимнастеркин сулахай кĕсйин санпакетне кĕрсе ларнă, тепрехинче патронсен подсумокне пырса тăрăннă... Ржев патĕнче йывăр çапăçусем пынă. Пĕррехинче, черетлĕ задание тухсан, Харис Буданов çырма çывăхĕнчи йывăç хыçĕнче нимĕç салтакĕ пытанса тăнине асăрханă. Полк командованине "чĕлхе" çав тери кирлине пĕлсе тăнă май, вăл ăна плена илме шутланă. Харис ун патне вăрттăн йăпшăнса пынă та, кĕтмен çĕртен ун умне сиксе тухса парăнма ыйтнă. Лешĕ, çакна кĕтменскер, тỹрех аллисене çĕкленĕ. Часах Х.Будановăн кăкăрĕ çинче "За отвагу" медаль йăлкăшма пуçланă. 1944 çулхи июньти Белоруссири наступленире пирĕн ентешĕмĕр каллех паттăрлăхпа палăрнă. Траншея çумĕпе тăшманăн çăмăл автомобилĕ иртнине курсан вăл ăна кĕтсе тăнă та, лешĕ танлашсанах кустăрмаран пенĕ. Автомашина чарăнсан унтан шоферпа икĕ офицер сиксе тухнă. Буданов хăйĕн юлташĕсемпе пĕрле вĕсене çийĕнчех арестленĕ. 1944 çулхи çу кунĕсенче, Могилев хулине ирĕке кăларнă хыççăн, Буданов лаша çине утланса штаба пакет леçме тухнă. Анчах кĕтмен çĕртен тăшман самолечĕсем пирĕн позицисем çине бомбăсем тăкма тытăннă. Çывăхрах бомба ỹксе çурăлнă, осколоксем Буданова йывăр амантнă... Госпитальте пĕр уйăх ытла сипленнĕ хыççăн ентешĕмĕр каллех строя тăнă. Хăйĕн юлташĕсемпе пĕрле вăл çапăçусем витĕр Хĕвеланăçнелле васканă. Аслă Отечественнăй вăрçă пĕтсен Х.Буданов тăван Палтиелне таврăннă, колхозра ĕçлеме тытăннă. 1954 çулхи хĕллехи кунсенчен пĕринче ăна районти çар комиссарĕ Белявский чĕнтерсе илнĕ, кăкăрĕ çине Хĕрлĕ Ялав орденĕ çакса янă. Çапла вара, мирлĕ кунсенче, вăрçă вĕçленни 9 çул иртсен çар награди хăйĕн хуçине шыраса тупнă. 1995 çулхи апрелĕн 14-мĕшĕнче ĕçпе вăрçă ветеранĕ Х.Н.Буданов пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайнă. Хальхи вăхăтра унăн мăшăрĕ Гельдиан Шерифзяновна пĕчченех пурăнать. Вăрçă паттăрĕн, колхозăн хастар ĕçченĕн Харис Насыртдиновичăн çутă сăнарĕ ял-йыш асĕнче ĕмĕрлĕхе юлĕ. Материала И.Кирилловăн "Советская Чувашия" хаçатра пичетленнĕ "Связной" статйипе усă курса хатĕрленĕ. Службăра чăваш ятне яман 1957 ÇУЛТА мана çар службине илчĕç. Пирĕн служба Мускав çар округĕнчи Чукун çул çарĕн чаçĕнче иртрĕ. Эпир тимĕрпе бетонран çĕнĕ кĕперсем хываттăмăр. Чаçра чăвашсем те чылайăнччĕ. Патăрьел районĕнчи Кивĕ Ахпỹрт ялĕнчи Николай Артемьев аслă сержант (взвод командирĕн помощникĕ), Алманчă ялĕнчи Петр Антипов ефрейтор (йывăр тăпри çăмăл пултăр), Треньелĕнчи Александр Анисимов рядовой, Улатăр районĕнчи Кивĕ Эйпеçри Василий Малышев ефрейтор, Элĕкри Аркадий Ивановпа Вячеслав Васильев ефрейторсем, Çĕрпỹ районĕнчи Чăрăшкассинчи Юрий Павлов ефрейтор тата ытти ентешсем хăйсен çар тивĕçне яланах присяга хушнă пек пурнăçласа пыратчĕç. Вулакансем асăрхарĕç пулĕ, асăннă списокра _ 5 ефрейтор. Çак звание чи лайăх салтаксем _ çарпа политика вĕренĕвĕн отличникĕсем кăна тивĕçеççĕ. Сăмах май каласан, чаçри Çар мухтавĕн аллейинчи çарпа политика вĕренĕвĕн отличникĕсен Хисеп хăми çинчи 32 сержант-салтакăн фотоỹкерчĕкĕнчен 18-шĕ чăвашсенччĕ. Пирĕн служба çар вĕренĕвĕпе те, производство ĕçĕпе те çыхăннăччĕ. Ĕçре, паллах, план-заданисем тĕп вырăнтаччĕ. 1958 çулхи çу кунĕсенче командовани пирĕн умма çакнашкал задача лартрĕ: пĕр уйăх хушшинче 125 метрлă тимĕрпе бетон кĕпер хывмалла. Стратегиллĕ пĕлтерĕшлĕ задание палăртнă срокра пурнăçлассишĕн кунне-çĕрне пĕлмесĕр ĕçлерĕмĕр. Ĕçре манăн отделени те лайăхпа палăрчĕ. Тăрăшни, çине тăни сая каймарĕ _ командовани заданине вăхăтра тата чыслăн пурнăçларăмăр. Çакăншăн пире пурне те алла çыхмалли "Победа" сехет парса чысларĕç. 1960 çулта, службăра 3 çул тăрсан демобилизаци йĕркипе тăван яла _ Ярăслава таврăнтăм. Халĕ эпĕ 70 çулта ĕнтĕ. Чылай çул каялла çар службинче тăнă тапхăра хамăн пурнăçăмра чи пĕлтерĕшлисенчен пĕри тесе шутлатăп. Салтакра илнĕ тĕрлĕ енлĕ вĕренỹпе хăнăху мана пурнăç тăршшĕпех пулăшса пырать. Службăра йывăрлăхсене çĕнтерсе пыма, чăтăмлă пулма хăнăхатăн. Пĕрлех ỹт-пỹ те пиçĕхет. Хăвна коллективра тивĕçлипе тытма, туслăха упрама та вĕренетĕн. Хальхи вăхăтра хăш-пĕр çамрăксем çар службинчен пăрăнма тăрăшнине эпĕ ăнланмастăп. Хăйсен ывăлĕсене салтака каяссинчен пăрса хăварма хăтланакан ашшĕ-амăшĕсене те ырламастăп. Салтакра пиçĕхнĕ каччă чăн-чăн арçын пулса тăрать, кайран пурнăç çулĕпе те чăтăмлăрах утать. Службра пулнă çынсене ĕçе вырнаçма та çăмăлрах. Мĕн каласан та, салтакра пулман каччăпа танлаштарсан, çар тивĕçне пурнăçласа таврăннă йĕкĕт ялта сумлăрах, хисеплĕрех.

 

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
23 февраля 2008
00:00
Поделиться