Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Çемьере офицер та, салтаксем те пур

 КИВĔ ШĂМĂРШĂРИ Валерийпе Елена Горшковсем 5 ача çуратнă, вĕсене тивĕçлипестерсе çитĕнтерме тăрăшнă. Питĕ шел, кил хуçи 1988 çулта хĕрĕхрех вилнĕ. Елена Николаевна вара пурнăçри йывăрлăхсене çĕнтерсе пырса, ачисене пĕчченех ура çине тăратнă. Мăшăрĕ, Валерий Владимирович, çамрăк чухне службăра тăнă май, ывăлĕсене те салтака юрăхлă ỹстерсе çитĕнтерме тăрăшнă вăл. Юрий, 1973 çулта çуралнăскер, службăра тăмалли вăхăт çывхарасса чăтăмсăррăн кĕтнĕ. Пĕчĕк чухне çар службинчи интереслĕ самантсем пирки сахал мар каласа кăтартнă ăна ашшĕ. 1991 çулта алла повестка илсен, паллах, савăннă та, хумханнă та. Службăра ашшĕ пекех маттур салтак пулса тăнă Юрий. Автомобилистсен чаçĕн командирĕ ăна тав туса хисепленĕ. 1993 çулта киле таврăннă. Хальхи вăхăтра Норильскра тĕпленсе пурăнать. Андрей вара пĕчĕкренех çар офицерĕ пулма ĕмĕтленнĕ. Вăрçă темипе, салтак-офицерсен службипе çыхăннă кĕнекесем нумай вуланă вăл, кинофильмсем пăхма юратнă. Уйрăмах связистсем интереслентернĕ ăна. Çăлтăрлă ĕмĕтпе пурăннăскер, шкулта аван вĕренсе пынă, ỹт-пĕвне тĕрлĕ енлĕ спортра пиçĕхтернĕ. 1993 çулта вăтам шкул пĕтерсен Андрей Кемерово хулине çул тытнă, пысăк конкурс витĕр тухса унти çыхăну аслă çар училищин курсанчĕн пакунне çакнă. 1997 çулта командир дипломне тата лейтенант званине илсен тĕрлĕ çар чаçĕсенче службăра тăнă. Халĕ Мускав çар округне кĕрекен Серпухово хулинчи çыхăну полкĕнче службăна малалла тăсать. Андрей Горшков майор службăра хăйне пур енĕпе те лайăхпа кăтартать. Кĕçĕнни, Алексей, тетĕшĕсен тĕслĕхĕпе хавхаланса пĕчĕкренех салтак пулма хатĕрленнĕ. 2005 çулхи çуркунне ăна çар службине илнĕ. Салтак тивĕçне яланах тỹрĕ кăмăлпа пурнăçласа пынă май, служба срокĕ вĕçленес умĕн командирсем Кивĕ Шăмăршă йĕкĕтне подразделенирех юлма, контракт çырма сĕннĕ. Алексей килĕшнĕ. Хальхи вăхăтра вăл Атăл Çи-Урал çар округĕнчи спецназ подразделенийĕнче службăра тăрать. Е.Н.Горшкова хăйĕн ывăлĕсен командирĕсем ярса панă Тав çырăвĕсене тирпейлĕн упрать. Ывăлĕсем Тăван çĕршывăн шанчăклă хỹтĕлевçисем пулса тăни ăна чунтанах савăнтарать.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
23 февраля 2008
00:00
Поделиться