Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Вĕрентсессĕн тăрăшса усă кỹрĕн çĕршыва

 ШКУЛĂН тĕп задачисенчен пĕри _ вĕренекене пурнăçри тĕллеве суйласа илме пулăшасси. Ку тĕлĕшпе республикăра питех те лайăх 138 никĕс шкулĕ йĕркеленĕ, вĕсенчен виççĕшĕ пирĕн районта вырнаçнă. Çак шкулсене укçа-тенкĕ тата пурлăхпа техника ресурсĕсем ытларах уйăрнипе пĕрлех пысăк квалификациллĕ кадрсемпе те пуянлатнă. Çапла вара, ачасене паха пĕлỹ илме майсем çителĕклĕ. Учительсем "вĕрентме вĕрен" тĕллеве асра тытса ĕçлеççĕ, ку тĕлĕшпе хăйсен пĕлĕвĕсене пĕрмай ỹстерсе пыраççĕ. Акă, çак кунсенче Шăмăршăри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан никĕс шкулĕнче районти физика учителĕсен методика идейисен фестивалĕ иртрĕ. Учительсем, хăйсен ĕç опытĕнчен илсе, физикăна вĕрентмелли эффективлă меслетсене кăтартса пачĕç. 8 "б" класра "Плавкие предохранители. Сила тока" темăпа В.В.Сергеевапа (Шăмăршăри вăтам шкул) В.Г.Андреев (Карапай Шăмăршă) урок ирттерчĕç. Анат Чаткасри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан шкул учителĕ Ш.Ш.Исмагилов "Вес воздуха. Атмосферное давление" темăпа ирттернĕ урок та ачасене тыткăна илчĕ. 10 "б" класра вĕренекенсене вара В.Н.Сарандаева учительница (Пăчăрлă Пшьел) "Поверхностное натяжение" темăпа интереслĕ опытсем кăтартса пачĕ. 7 "а" класра А.В.Камалтдинова (Патирек) "Нахождение пути, времени и скорости равномерного движения" темăпа интереслĕ урок иртерчĕ. Çакна палăртмалла: уроксем пурте ăнăçлă пулса тухнă, вĕсем педагогсен ăсталăхĕ пысăк пулнине çирĕплетсе пачĕç. Чи лайăх темăсемлĕ уроксене республикăри фестиваль валли суйласа илчĕç. Г.ИВАНОВА, методист. Паллашăр: Президент стипендиачĕ Саша Антонов Васан ялĕнче çуралса ỹснĕ. Çап-çамрăк-ха вăл, çирĕм çул та тултарман. Ялти вăтам шкултан питĕ лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнă йĕкĕт И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн чăваш филологийĕ факультетне кайса кĕнĕ. Хальхи вăхăтра вăл виççĕмĕш курсра вĕренет, журналист пулма хатĕрленет. Саша _ факультетри чи лайăх студентсенчен пĕри. "5" паллăсемпе вĕренсе пынипе пĕрлех, обществăлла ĕçсенче те хастар вăл. Юрлама-ташлама юратать, гитара тата хут купăс ăста калать. Маттурлăхне шута илсе ĕнтĕ Шăмăршă районĕн йĕкĕтне 2008 çулта Чăваш Республикин Президенчĕн стипендине тỹлесе тăрĕç.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
16 февраля 2008
00:00
Поделиться