Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

"Уçă саслă ачалăх"

 

ÇАК ятпа хальхи вăхăтра ялсенче ачасен юрлас пултарулăхĕн районти фестиваль-конкурсĕ пырать. Фестивале культура учрежденийĕсем çумĕнчи хорсем, вокал ансамблĕсемпе уйрăм солистсем хутшăнаççĕ. Кашни коллективпа юрăçăн икшер номер кăтартмалла. Конкурс 3 тапхăрпа иртет. Пĕрремĕш тапхăрта (ялта) лайăх енĕпе палăрнă ачасене жюри иккĕмĕш тапхăрти _ зона шайĕнчи концерт валли суйласа илет. Мартăн 18-мĕшĕнче Анат Чаткас зонинче хăйсен пултарулăхĕпе Анат Чаткасри, Палтиелĕнчи, Патирекри, Ярăславри, Васанти, Пуянкассинчи тата Виçпỹрт Шăмăршăри клуб учрежденийĕсен коллективĕсемпе солистсем паллаштараççĕ. Мартăн 19-мĕшĕнче Пăчăрлă Пашьел зонинчи концерта Чукалти, Кивĕ Чукалти, Пăчăрлă Пашьелĕнчи, Асанкассинчи, Энтĕрьелĕнчи, Карапай Шăмăршăри, Шăмăршăри тата Ача-пăча искусство шкулĕнчи ачасем хутшăнаççĕ. Зона шайĕнче палăрнă коллективсемпе солистсем районти фестивалĕн гала-концертĕнче _ вăл мартăн 25-мĕшĕнче Шăмăршăри Культура керменĕнче иртет _ юрлаççĕ. Фестиваль çĕнтерỹçисене Дипломсемпе тата призсемпе чыслаççĕ.

 

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
16 февраля 2008
00:00
Поделиться