Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Паха вăрлăх çеç тухăçпа савăнтарĕ

 РАÇÇЕЙ Федерацийĕн Правительствин 2007 çулхи майăн 5-мĕшĕнчи 566-Р №-лĕ йышăнăвĕпе, вăрлăх инспекцийĕсемпесен тăрансене хтĕлекен станцисене пĕрлештерсе, "Россельхозцентр" туса хунă. Çак пĕрлештерỹ çĕршыври 146 организацие пырса тивнĕ. "Россельхозцентра" инспектор ĕçĕсенчен хăтарса çĕнĕ функци панă _ тырă тата тырă продукчĕсен пахалăхне тĕрĕслесе тăма хушнă. Пирĕн тĕп задача _ çĕр ĕçченĕсене вăрлăх туса илнĕ тата ỹсен тăрансене хỹтĕленĕ çĕрте саккунсене çирĕп пăхăнма, право тĕлĕшĕнчен йĕркеленĕ документсемпе килĕшỹллĕн ĕçлеме вĕрентесси. Унччен агронома мĕн, хăçан тата мĕн чухлĕ, мĕнле акмаллине, мĕнле пуçтарса кĕртмеллине çеç вĕрентнĕ пулсан, паян вĕсен право ыйтăвĕсене те чухламалла. Шел те, районти хуçалăхсенче опытлă агрономсем çитмеççĕ, çавна май пирĕн ертỹçĕсене консультаци парас ыйтупа ĕçлеме тивет. Хальхи вăхăтра пур хуçалăхра та вăрлăхсене çур аки валли хатĕрлес тĕлĕшпе çине тăрса ĕçлемелле. Февралĕн 1-мĕшĕ тĕлне пирĕн пата 15500 центнер вăрлăх тĕрĕслеме тăратнă, вĕсенчен 11171 центнерĕ кондицие ларни палăрчĕ. Çỹп-çаплă пулнипе, 4329 центнер вăрлăх кондицие ларайман. Тĕш тырăсемпе пăрçа йышши культурăсен пахалăхĕшĕн "Восход" тата "Искра" СХПКсем, "Колос", "Карлинская" Агрофирмăсем, "Бездна" фермер хуçалăхĕ тăрăшса ĕçлеççĕ пулсан, "Луч" тата "Мир" ЗАОсенче акма юрăхлă паха вăрлăх пĕр центнер та çук. Хуçалăхсенче сортсене çĕнетес, пысăк тухăç паракан малашлăхлă сортсене анлă сарас тĕлĕшпе те ытларах тăрăшмалла. Май пур таран çĕнĕ сортсем туянмалла е улăштарса илмелле. Вăрлăхсене наука учрежденийĕсенче туянни, вăл е ку хуçалăхран пĕли-пĕлми илнинчен темиçе хут лайăхрах. Çавна шута илсе "Агросервис" тата "Исток" хуçалăхсем кăçал Чăваш ял хуçалăх наукăпа тĕпчев институтĕнчен çеç туянасшăн. Пысăк репродукциллĕ, суперэлита вăрлăхсене аксан тухăçĕ те нумай ытларах пулĕ. "Вăрлăх туса илесси çинчен" Федераллă саккунăн 25-мĕш статйипе килĕшỹллĕн, хăйсен вăрлăхĕсене хуçалăхсен çеç мар, фермерсен те тĕрĕслеттермелле. Шел те, хальлĕхе фермерсен пысăк пайĕ ниçта та тĕрĕслеттермен вăрлăхпа усă курать, уй-хирте çум курăксене ĕрчетме майсем туса парать. Аса илтеретпĕр: "Россельхозцентр" ФГУн районти филиалĕ фермерсен вăрлăхĕсене тỹлевсĕрех тĕрĕслесе парать. Хуçалăхсен ертỹçисен механизаторсене тата пестицидсемпе ĕçлекен çынсене вăхăтра медосмотр витĕр кăларасси çинчен те манмалла мар. Графикпа килĕшỹллĕн, "Луч" ЗАОн февралĕн 18-мĕшĕнче, "Исток" ООО _ 19-мĕшĕнче, "Искра" СХПК _ 20-мĕшĕнче, "Мир" ЗАО _ 21-мĕшĕнче, "Восход" СХПК _ 22-мĕшĕнче, "Колос" Агрофирма _ 25-мĕшĕнче, "Карлинская" Агрофирма _ 26-мĕшĕнче, "Бездна" КФХ _ 27-мĕшĕнче, "Нива" ЗАО _ 28-мĕшĕнче, "Агродор" ОАО _ 29-мĕшĕнче, "Агросервис" ЗАО _ мартăн 3-мĕшĕнче, "Шанс" ООО _ 4-мĕшĕнче, "Карла" ООО мартăн 3-мĕшĕнче çынсене медосмотр витĕр кăлармалла.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
16 февраля 2008
00:00
Поделиться