Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Халăхшăн, халăх валли

ТЕМИÇЕ çул каялла банкомат Мускавра е ытти пысăк хуласенче çеç пулнă, Шупашкарта та чылай каярах ĕçлеме пуçланă. Халĕ вара Раççей Перекет банкĕ аякри районсене те çăмăллăх илсе килчĕ. Республикăри чăн малтанхи темиçе районпа пĕрле çак кунсенче Шăмăршăра та банкомат вырнаçтарнă. Банкомата уçнă ятпа ытлари кун Перекет банкĕн Патăрьелĕнчи уйрăмĕн Шăмăршăри хушма офисĕ умĕнче савăнăçлă митинг пулса иртрĕ. Раççей Федерацийĕпе Чăваш Республикин Патшалăх Гимнĕсем чун-чĕрене хумхантарса мăнаçлăн янăранă хыççăн хушма офис заведующийĕ О.Н. Алексеев сăмах илчĕ, курма килнисене пурне те паллă событи ячĕпе чĕререн саламларĕ. Хаклă хăнасем _ район пуçлăхĕ В.П.Фадеев, Раççей Перекет банкĕн Патăрьелĕнчи уйрăмĕн управляющийĕ М.М.Ямалиев, Шăмăршă районĕн хисеплĕ гражданинĕ И.А.Журавлев, "Росгосстрахăн" Шăмăршăри страхлакан уйрăмĕн ертỹçи Ю.В.Угарин _ район çыннисене Ырă ĕçсен çулталăкĕ ячĕпе тата банкомат уçăлнă ятпа саламлă сăмахсем каларĕç. _ Пластик карточкăсемпе усă курни Перекет банкĕн ĕçченĕсемшĕн те, чăн малтан вара халăхшăн питех те меллĕ, - терĕ В.П.Фадеев. _ Çак карточкăпа талăкăн хуть те хăш вăхăтĕнче те, канмалли кунсемпе уяв кунĕсенче те хăвăрăн счет çинчи укçана пĕр чăрмавсăр илме пултаратăр. М.М.Ямалиев Шăмăршă районĕнче 1000 çын ытла пластик карточкăсемпе усă курни, çавна май çывăх вăхăтра тепĕр банкомат та уçма май пурри çинчен каларĕ. Банкомат хута кайни Мускава ĕçлеме кайса килнисемшĕн те питĕ меллĕ: унчченхи пек вăрăм черетре тăрса ывăнмастăн, хăвна кирлĕ чухлĕ укçана тỹрех илме пулать. Хаклă хăнасем банкомат умĕнчи хăйăва каснă хыççăн "укçа машини" пĕрремĕш клиентсене йышăнма пуçларĕ.

 

 

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
16 февраля 2008
00:00
Поделиться