Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

10:5 шутпа

"ТАВ" суту-илкомпанийĕн Шăмăршăри суту-илцентрĕн ертỹçи А.Куликов пуçарнипе тата спонсор пулнипе Шăмăршă тата Чукал ялĕсенчи çамрăксенчен йĕркеленнĕ хоккеистсен команди Патăрьелĕнче маларах асăннă компанин вырăнти суту-илточкин командипе каток çинче тĕл пулнă. Мĕн тетĕр? Хальхинче те шăмăршăсем хăйсем вăйлăрах пулнине кăтартса панă: вĕсем хуçасен хапхине 10 шайба çапса кĕртнĕ. Патăрьелсем вара пĕр теçеткерен çуррине çеç хирĕç тавăрма хевте çитернĕ. Матчра уйрăмах палăрнă спортсменсем "Тав" суту-илỹ компанин хаклă парнисене тивĕçнĕ.

 

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
13 февраля 2008
00:00
Поделиться