Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

"Ырă ĕçсен çулталăкĕ" ырă ĕçсемпе пуян пултăр

"Единая Россия" партин вырăнти уйрăмĕ пуçарнипе тата "Ырă ĕçсен çулталăкне" халлаласа медицина учрежденийĕсем валли халăхран кĕнекесем пухмалли акци пырать. Партин Шăмăршăри вырăнти уйрăмĕ "Единая Россия" партин членĕсене, ун майлисене тата район интеллигенцийĕпе пенсионерсене çак акцие активлă хутшăнма, хăйсенчен ытлашши е усă курман кĕнекесене районти медицина учрежденийĕсем валли пухса пама чĕнсе калать. Халăхран пуçтарнă кĕнекесене партин ялсенчи пуçламăш уйрăмĕсен секретарĕсене е ял тăрăхĕсен специалисчĕсене пырса пама юрать. Пухăннă кĕнекесене райбольницăна, çемье врачĕн офисĕсен библиотекисене параççĕ. Апла пулсан, атьăр-ха районти медицина учрежденийĕсенче сипленекенсем валли "Ырă ĕçсен çулталăкĕнче" пархатарлă ĕç тăвар, вуласа усă курнă, хальхи вăхăтра сентресем çинче тусанланса выртакан кĕнекесене усса ярар. Асра тытар: кĕнеке _ пĕлỹ, ăс-тăн çăлкуçĕ çеç мар, сывлăх тусĕ те пулнине.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
09 февраля 2008
00:00
Поделиться