Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Йĕлтĕр йĕрĕ чĕнет...

 "Раççей йĕлтĕр йĕрĕ _ 2008" ăмăртăва халалласа Шăмăршă çумĕнчи хыр вăрманĕнче районти йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕ иртнĕ. Унта 320 çын хутшăнса малти вырăнсене йышăнассишĕн ăмăртрĕç. Йĕлтĕрçĕсен кăтартăвĕсем çапларах. 1993 çул тата кĕçĕнрех шкул ачисем хушшинче малти вырăнсене çаксем йышăнчĕç: М.Капралова (Анат Чаткас), И.Угарина, Е.Батрова (иккĕшĕ те Пуянкасси), А.Сабанов (Карапай Шăмăршă), А.Хафизов (Шăмăршă), А.Нянин (Анат Чаткас). 1990-92 çулсенче çуралнисем хушшинче пĕрремĕш вырăнсенче А.Ларионов (Шăмăршă), иккĕмĕш _ А.Бондареев (Пуянкасси), виççĕмĕмĕш _ А.Новый (Анат Чаткас), хĕрсенчен вара пĕр пек результат кăтартса А.Зыковапа (Анат Чаткас) С.Крикина (Пăчăрлă Пашьел) пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăнсене пайларĕç, Л.Угарина (Пуянкасси) - виççĕмĕш. 18-30 çулсенчисем хушшинче финиша чи малтан Н.Макарова (Пуянкасси) çитрĕ. Ун хыççăн дистанцие М.Удинапа (Шăмăршă), М.Мартынова (Анат Чаткас) иккĕмĕшпе виççĕмĕш вĕçлерĕç. А.Кузьмин, П.Петров, А.Матвеев (пурте _ Анат Чаткас) каччăсем хушшинче никама та хăйсенчен мала ирттермерĕç. 31-40 çулти хĕрарăмсемпе арçынсем хушшинче пĕрремĕш вырăнсенче Н.Ларионова ("Елочка" санатори), Ю.Ермолаев (Шăмăршă шкулĕ), иккĕмĕшсем _ И.Васильева (районти тĕп больница), С.Хафизов (райадминистраци), виççĕмĕшсем _ С.Харитонова, В.Антонов (иккĕшĕ те _ Шăмăршă ял поселенийĕ). 41-50 çултисем хушшинче арçынсенчен Н.Зыков (Анат Чаткас), В.Бондареев (Пуянкасси), Р.Сорокин (Палтиел) малти вырăнсене пайларĕç, хĕаррăмсенчен Е.Шумилова (Шăмăршă шкулĕ) _ пĕрремĕш, Е.Борзова (Кивĕ Чукал) _ иккĕмĕш, С.Пушкина (Пуянкасси) _ виççĕмĕш. 51 çултан аслăраххисем хушшинче лайăх результат кăтартакансем çаксем пулчĕç: Л.Никитина (районти тĕп больница), Н.Харлампьева (Шăмăршă ял поселенийĕ), О.Столярова ("Елочка" санатори), В.Шуряков (Шăмăршă ял поселенийĕ), Е.Сетриванов (районти шалти ĕçсен пайĕ), Б.Калашников (вăрман хуçалăхĕ). Районти ял поселенийĕсен, учрежденисен, организацисен, предприятисен пуçлăхĕсемпе вĕсен çумĕсем те старта тухрĕç. Арçынсем хушшинче Л.Кошкин ("Саид" ООО ертỹçи) _ пĕрремĕш, В.Денисов (Карапай Шăмăршă ял поселени пуçлăхĕ) _ иккĕмĕш, Ю.Поляков (Шăмăршă районĕн судйи) _ виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Хĕрарăмсенчен финиша В.Чурбанова (Кивĕ Чукал ял послеенийĕн пуçлăхĕ) _ пĕрремĕш, Л.Парамонова ("Елочка" санаторин тĕп врачĕн çумĕ _ иккĕмĕш çитрĕç. Командăсем вара çапларах вырăнсем йышăнчĕç: шкулсем хушшинче _ 1. Анат Чаткас, 2. Пуянкасси, 3. Пăчăрлă Пашьел; организацисем, предприятисем, учрежденисем хушшинче _ 1. "Елочка" санатори, 2. Шăмăршă шкулĕ, 3. Районти тĕп больница; ял поселенийĕсем хушшинче _ 1. Шăмăршă, 2.Кивĕ Чукал, 3. Анат Чаткас. "Раççей йĕлтĕр йĕрĕ _ 2008" ятпа иртекен ăмăртăва район пуçлăхĕ В.Фадеев уçрĕ. Çавăн пекех ăмăртусем вăхăтĕнче Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ О.Викторов, район администраци пуçлăхĕн çумĕсем Г.Обаськинпа Н.Игнатьева пулчĕç. Çĕнтерỹçĕсене хаклă парнесемпе чысларĕç.

 .



"Шăмăршă хыпарĕ"
06 февраля 2008
00:00
Поделиться