Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

"Ачасем _ ман савăнăç, телей..."

"Ачасем _ ман савăнăç, телей..." ÇАК сăмахсене Анат Чаткасри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан шкулти биологи тата географи учителĕ Ю.А.Воробьева каларĕ. Вăтăр икĕ çул хушши ачасене тăван çут çанталăка юратма, унăн вăрттăнлăхĕсене ăнланма вĕрентет вăл. Юлия Александровнан пĕтĕм пурнăçĕ, кун-çулĕ шкулпа, ачасемпе çыхăннă. Шупашкар районĕнчи Турхан ялĕнче çуралса ỹснĕскер, вăтам пĕлỹ илнĕ хыççăн Юлия Шупашкарти И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтне (университетне) вĕренме кĕрет. Студент çулĕсенчех вăл пуçаруллăхпа, тарăн пĕлỹшĕн ăнтăлнипе, наука енне туртăннипе палăрса тăрать. Алла диплом илсен, çамрăк педагога Шăмăршă районĕнчи Анат Чаткас шкулне ĕçлеме яраççĕ. Çак шкулта вăл хăйĕн телейне, пурнăçри тĕллевне, юратăвне тупнă. Çак ялăн маттур каччипе Николай Воробьевпа пĕр-пĕрне юратса пĕрлешеççĕ, пурнăç çулĕпе ĕмĕр тăршшĕпе пĕрле утма тупа тăваççĕ. "Çулсем, çулсем, ăçта васкатăр?" - тенĕччĕ сăвăç. Тем пек тăрăшсан та ялан çамрăк пулаймастпăр çав. Акă, Юлия Александровна Воробьева та 55 çул тултарать. "Пурнăçăм ахаль иртмест, хам хыççăн ырă ĕçсем юлаççĕ", - тесе çирĕппĕнех калама пултарать вăл. Шкулта чун-чĕререн трăшса ĕçленĕшĕн ăна "Раççей Федерацийĕн вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ" ятпа, Мухтав хучĕсемпе чысланă. Юлия Александровнана тăван коллективра та, ял-йышра та хисеплеççĕ. Шкулти сăнав участокĕ _ районта чи лайăххисен шутĕнче, шкул пахчинче тĕрлĕ-тĕрлĕ пахча-çимĕç çитĕнтерсе сăнавсем ирттереççĕ. Çемьере те пурте йĕркеллĕ. Мăшăрĕпе _ Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ агрономĕпе Николай Андреевичпа иккĕшĕ виçĕ ача çуратса ỹстернĕ, пурне те пурнăç çулĕ çине кăларнă. Кукашшĕпе кукамăшне савăнтарса пĕр мăнук çитĕнет, мăнуксен йышĕ ỹссех пырасса кĕтеççĕ. Çирĕп сывлăх, телей, вăрăм ĕмĕр сунатпăр эпир Юлия Александровнана юбилей ячĕпе чун-чĕререн саламланă май. Пурнăçра ырри, чуна савăнтараканни ытларах пултăр, мăшăрăрпа ачăрсем, мăнукăрсем Сире яланах сума суччĕр. Пурнăçăр хăвăрăн шкулăр умĕнче çитĕнекен чечексем пекех илемлĕ пултăр.

 

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
06 февраля 2008
00:00
Поделиться