Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Ĕç укçине _ хастарлăха кура

 "ВĔРЕНТỸ" наци проекчĕн пысăк тĕллевĕ _ пурне те паха пĕлỹпе тивĕçтересси _ пирĕн районти шкулсенче тĕп вырăн йышăнать. 1996 çулта йышăннă "Çĕнĕ шкул" Президент программипе килĕшỹллĕн никĕс шкулсем йĕркелесе паха пĕлỹ илмелли майсене анăлатни хăех тĕрĕс çулпа пынине çирĕплетет. Никĕс шкулсенче чи лайăх учительсене пухни, пурлăх-техника никĕсне паянхи пурнăç ыйтăвĕсемпе килĕшỹллĕн пуянлатни вĕсенче профиль умĕнхи тата профиль вĕрентĕвĕ йĕркелеме май пачĕ. Ку питĕ кирлĕ. Мĕншĕн тесен шкулăн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри _ хăйĕн малашнехи пурнăçне палăртма пултаракан, хăй тĕплĕн ĕçлеме пĕлекен çын вĕрентсе ỹстересси. Паллах, çĕнĕлĕхсемпе хальхи технологисен витĕмĕ чăннипех пысăк пултăр тесен педагогсен нумай ĕçлемелле. Тĕрĕссипе, хăйсен те куллен-кун вĕренсе паянхинчен темиçе утăм малта пымалла. Кивĕлле ĕçленипех пурăнăп-ха тесе шухăшлакан учителĕн малашне профессире юлас шанчăкĕ те пĕтме пултарать. Ĕçшĕн çĕнĕлле тỹлемелли йĕрке çине куçнă май, квалификаци категорийĕ мĕнле пулнине те шута илеççĕ. Шăпах çак тата шкул пурнăçĕнчи ытти ыйтусем тавра пычĕ те ĕнтĕ январĕн 29-мĕшĕнче Шăмăршăри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан никĕс шкулĕнче иртнĕ управлени канашĕн черетлĕ ларăвĕнче. Унта вĕренỹ çулĕн пĕрремĕш çур çулĕн кăтартăвĕсене пăхса тухрĕç, çак кăтартусем тăрăх вĕрентекенсене хавхалантармалли майсене палăртрĕç. Управлени канашĕн председателĕ О.Н.Алексеев директорĕн вĕрентỹпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумне Е.В.Удочкинана нумай ыйту пачĕ. Урăхла пулма та пултараймасть: учительсене ĕçшĕн хушса тỹлесси вĕсен вĕрентỹри тата воспитани ĕçĕнчи хастарлăхĕпе уйрăлми çыхăннă вĕт-ха. Кунта уроксене мĕнлерех çĕнĕ меслетсемпе ирттерни те, ачасем вĕренỹре ĕлкĕрсе пыни те, класс ертỹçи ачасемпе мĕнлерех ĕçлени те, ачасем тĕрлĕрен олимпиадăсемпе конференцисене мĕнле хутшăнни те кĕреççĕ. Çаксене пурне те балсемпе шута илсе пыраççĕ, вĕрентекенсен ĕçне те балсем тăрăх хаклаççĕ. Паллах, балсем пурин те пĕр пек мар, çавăнпа хушса тỹлекен укçа хисепĕ те тĕрлĕрен. Акă, 2-3 çул каялла кăна-ха пурин те пĕр пек ĕç укçи пулнă, уйрăмлăхĕ сехетсен шутĕнче кăначчĕ. Халĕ вара пачах урăхла. Чунне парса, пĕтĕм вăйран тăрăшса ĕçлекен, хăйĕн тавракурăмне пĕрмаях ỹстерсе пыракан учителе хушма тỹлев те пысăкрах парăнать. Çак хушма тỹлев хăшĕ-пĕрисен уйăхне 1600 тенкĕпе танлашать. Управлени канашĕн членĕсем вĕрентекенсене тĕрлĕ ыйтусем пачĕç, вĕсен класс тулашĕнчи ĕçĕсемпе те интересленчĕç. Ĕçри çитменлĕхсене пĕтерес тĕлĕшпе шкул директорне кирлĕ сĕнỹсем пачĕç.

 

 Ф.КУЗНЕЦОВА, Шăмăршăри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан никĕс шкулĕнчи управлени канашĕн членĕ.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
06 февраля 2008
00:00
Поделиться