Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Ĕçчен çынна ял савать

 Пĕчĕк чух кашни ача тĕрлĕрен професси алла илме ĕмĕтленет. Пĕрисем сутăçă, тухтăр пуласшăн, теприсем ашшĕ-амăшĕн профессине килĕштереççĕ, виççĕмĕшĕ тата аппăшĕн, пиччĕшĕн профессине кăмăллать. Пĕчĕк Надьăн вара хăйĕн вĕрентекенĕсем пек ачасене вĕрентес килнĕ, унăн умĕнче яланах ют чĕлхене вĕрентекен, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕн Роза Федоровна Карсакован сăнĕ тăнă. Пĕрремĕш вĕрентекенĕн, Олимпиада Николаевна Уркинăн урокĕсене шкул пĕтеричченех асра тытнă. Ялти шкула вĕренсе пĕтерсен Канашри педагогика училищинче вĕренме тытăннă. Алла диплом илсен çамрăк хĕр ялти шкулта воспитательте ĕçлеме пуçланă. Хăйĕн пултарулăхĕпе палăрнă воспитателе шкул дирекцийĕ кĕçĕн класри ачасене вĕрентме куçарнă. Çапла Пăчăрлă Пашьелĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулта Надежда Вадимовна Можаева 20 çул кĕçĕн класри ачасене вĕрентет. Н. Можаеван кашни урокĕ ĕçлеме ỹркенменнипе, кашни урока тĕплĕн хатĕрленнипе, ачасене тарăн пĕлỹ пама тăрăшнипе уйрăлса тăраççĕ. Унăн урокĕсенче ĕç дисциплини хуçаланать, ачасенчен çирĕп ыйтма пĕлни, кашнинпех уйрăм ĕçлеме пултарни тĕп вырăнта тăрать. Вĕрентекен кашни ачан кăмăлне тупма пĕлет, вĕренỹре çитĕнỹсем тума пулăшса хавхалантарса пырать, ашшĕ-амăшĕсемпе пĕр чĕлхе тупса, пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлеме тăрăшать. Мĕнпе уйрăлса тăрать-ха вăл ыттисенчен? Тĕп уйрăмлăхĕ _ çĕнĕлĕхе юратни, пурнăç уттипе пĕр тан утма тăрăшни. Шкулта, районта иртекен конкурссене кашни çулах хутшăнать Надежда Вадимовна. Пĕрле ĕçлекенсем валли уçă уроксем ирттерет, хăйĕн опычĕпе ытти ялти учительсене те паллаштарать. Надежда Вадимовна ертсе пыракан шкулти пуçламăш класс учителĕсен методика пĕрлешĕвĕ те районта лайăххисен шутĕнче. Пĕлтĕрхи вĕренỹ çулĕнче районта иртнĕ класс ертỹçисен конкурсĕнче те малтисен шутĕнче пулчĕ Надежда Вадимовна. Вĕрентекенĕн ĕçне хакласа районти вĕрентỹ управленийĕ, республикăри Вĕрентỹ министерстви Надежда Вадимовнăна темиçе хутчен те Хисеп грамотисемпе Тав çырăвĕсем парса чысларĕç. Эпир, Надежда Вадимовна Можаеван ĕçтешĕсем, канăçа пĕлмен вĕрентекенпе пĕр коллективра ĕçлеме тỹр килнĕшĕн чунтан савăнатпăр, малашне те пысăк çитĕнỹсем тума сунатпăр.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
02 февраля 2008
00:00
Поделиться