Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Турттараççĕ хăйăр, чул _ çулла пулĕ такăр çул

 

ЧĂВАШ Республикин Президенчĕн "Чăваш Республикин автомобиль çулĕсене тăвассине хăвăрт вĕçлес енĕпе пурнăçламалли мерăсем çинчен" Указĕ ял çыннисемшĕн пĕлĕтрен ỹкнĕ телей татăкĕ пекех пулчĕ. Хăвăрах шутласа пăхăр: вун-вун çул хушшинче тăвайманнине икĕ-виçĕ çултах тума пултарни, халăха ĕмĕрхи нушаран хăтарни çав тери пысăк ĕç мар-и-ха? Юрăри пек каласан: "Çитрĕç те иккен вăхăчĕсем, саламлас килет кашни куна, пурăнас килет пурăннăçем ĕçлесе те савăнса кăна!" Иртнĕ çул мĕн чухлĕ çул туни çинчен хаçатра çырнăччĕ ĕнтĕ, çавăнпа та эпĕ 2008 çулта пурнăçламалли ĕçсене асăнса тухасшăн. Чăн малтан, республика пĕлтерĕшлĕ программăна илер. Шăмăршă _ Пăчăрлă Пашьел _ Ирçе Тĕкки _ Баскак çула _ пурĕ 12 километр та 780 метр тăршшĕ _ хута ярасса вăрманти паççулккăсенче пурăнакансем куç пек кĕтеççĕ. Кăçал вĕсен ĕмĕчĕ пурнăçланасса шанма пулать: укçине уйăрнă, ĕç тăваканĕ паллă. Çавăн пекех Анат Чаткас _ Хĕрлĕ Васан çула та кăçал хута ямалла. Çак икĕ çула тунă çĕрте пысăк ĕçсене пурнăçланă ĕнтĕ, якатса-тикĕслесе асфальт сарасси вăраха тăсăлмалла мар. Районăн та хăйĕн программи пур. Канаш паççулккинчен Тутар Республикинчи Кĕçĕн Чăнлă ялĕ патне çити 700 метр, Пăчăрлă Пашьелпе Асанкасси хушшинче 500 метр çул тумалла. Çавăн пекех Канаш паççулккинче пĕлтĕр тунă çул çине асфальт сарассине вĕçлемелле. Çĕнĕ çулсем тунисĕр пуçне, унччен сарнисене пăхса-юсаса тăмалла. Ку тĕлĕшпе Шăмăршă _ Çĕнĕ Шăмăршă _ Васан çул çинче, Пăчăрлă Пашьелпе Вырăс Чукал хушшинче, Анат Чаткасра тата ытти çĕрте юсав ĕçĕсем пурнăçлама палăртнă. Хĕл кунĕсем тăнине пăхмасăр, Шăмăршăри ДРСУра ĕç чарăнса ларман. Асфальтпа бетон заводне тĕпрен реконструкциленĕ хыççăн унăн хăвачĕ икĕ хут ỹсмелле. Хальхи вăхăтра çуллахи сезон валли хăйăр тата вак чул турттараççĕ, çурхи шыв-шур тапраниччен кирлĕ чухлĕ материал хатĕрлесе хурассишĕн тăрăшаççĕ. Н.В.Федоров Президент иртнĕ çул Шăмăршăна килсен çапла каланăччĕ: "Пире çулсем паян кирлĕ. Хальлĕхе республикăра 486 яхăн ялăн хытă сийлĕ çулсем çук. Çавна май эпĕ çулсем тумалли программăна пурнăçлассине хăвăртлатма йышăнтăм, ăна 2 çулта (2007-2008 çулсенче) пурнăçламалла тесе палăртрăм. Ку тĕллевпе пирĕн 9 миллиард тенке яхăн тупмалла. Унсăр пуçне çулсем тăвас ĕçе бюджет тулашĕнчи укçа-тенке явăçтармалла. Çавăн пекех çул-йĕр ĕçченĕсен производство хăвачĕпе эффективлă усă курас ыйтăва татса памалла". Президент палăртни Шăмăршă тăрăхĕнче туллин пурнăçланасси пирки пĕрре те иккĕленме кирлĕ мар.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
30 января 2008
00:00
Поделиться