Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

"Колосок" Саранскра республика чысне хỹтĕлĕ

 

 ÇАК кунсенче Шупашкарта Раççейри "Мини-футбол _ шкулта" футбол союзĕн парнисене çĕнсе илессишĕн республикăн финалти вăййисем иртнĕ. Шăмăршă ачисен "Колосок" команди 1995-1996 çулсенче çуралнисен ушкăнĕнче пĕрремĕш вырăн йышăннă. Вăл февралĕн 16-17-мĕшĕсенче Саранск хулинче иртекен ăмăртăвăн виççĕмĕш тапхăрне хутшăнĕ. 1993-1994 çулсенче çуралнă ачасен командисем хушшинче те Шăмăршăри "Колосокăн" аслă ушкăнĕ палăрнă, çивĕч кĕрешỹре виççĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Команда тренерĕ С.А.Хафизов чи лайăх вылянă ачасене _ Дмитрий Смирнова, Дмитрий Иванова, Рустам Низамова тата Анатолий Хафизова ырласа асăнчĕ. _ Пирĕн тĕллев _ Саранскра иртекен ăмăртура çĕнтересси, - терĕ хаçат корреспондентне Сергей Анатольевич.



"Шăмăршă хыпарĕ"
30 января 2008
00:00
Поделиться