Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Илемлĕ пултарулăхăн районти фестивалĕ

 ÇЕМЬЕ тата Ырă ĕçсен çулĕсене, Чăваш просветителĕ И.Я.Яковлев çуралнăранпа 160 çул çитнине халалласа кăçал илемлĕ пултарулăх коллективĕсен районти черетлĕ фестивалĕ иртет. Художество пултарулăх коллективĕсен клуб учрежденийĕсен сцени çинче 1 сехет те 20 минутлăх программа кăтартмалла. Жюри концерт программин репертуарне, художество шайне, сцена культурине тата илемлĕх ăсталăхне шута илсе хаклĕ. Программăра хор (2 произведенирен кая мар), вокал (хĕрарăмсен, арçынсен, пĕрлештернĕ) тата çемье ансамблĕ, инструментсен ансамблĕ, ташăсем (халăх, эстрада), художество сăмахĕ, пĕччен, иккĕн, виççĕн юрлакансем, фольклор, прикладной искусствăн, çемье фото ỹкерчĕкĕсен выставкисем пулмалла. Смотр-конкурс çĕнтерỹçисем хăйсен пултарулăхне Акатуйра кăтартаççĕ. Шăмăршăри Культура керменĕнче иртекен фестиваль программине февралĕн 15-мĕшĕнче Пуянкасси ял поселенийĕн художество коллективĕсем уçаççĕ. Февралĕн 20-мĕшĕнче хăйсен пултарулăхне Карапай Шăмăршă, 29-мĕшĕнче Кивĕ Чукал, мартăн 7-мĕшĕнче Шăмăршă, 14-мĕшĕнче Анат Чаткас, 21-мĕшĕнче Палтиел, 28-мĕшĕнче Васан, апрелĕн 4-мĕшĕнче Пăчăрлă Пашьел, 11-мĕшĕнче Чукал ял поселенийĕсен художество коллективĕсем кăтартаççĕ.

 

 

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
30 января 2008
00:00
Поделиться