Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Çарпа спорт уйăхлăхĕ пырать

 РАЙОНТА январĕн 23-мĕшĕнчен пуçласа февралĕн 23-мĕшĕччен çарпа патриотизм тата спорт ĕçĕсен уйăхлăхĕ пырать. Уйăхлăх вăхăтĕнче шкулсенче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсемпе, интернационалла тивĕçе пурнăçлама хутшăннă ентешсемпе тата отпуска таврăннă çар çыннисемпе тĕл пулусем йĕркелеççĕ, спорт ăмăртăвĕсем ирттереççĕ. Ырă ĕçсен çулталăкĕ пынă май, район пуçлăхĕ В.П.Фадеев кашни ялтах Тимур отрячĕсем йĕркелеме сĕннĕ. Тимуровецсем ватăсемпе инвалидсене пулăшни, палăксене шефа илни пархатарлă ĕç пулĕччĕ.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
30 января 2008
00:00
Поделиться