Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Урамĕсем анлă, çурчĕсем хитре...

 

 КРШĔ регионсемпе танлаштарсан, Чăваш Енре пурăнмалли çурт-йĕр нумайрах тата илемлĕрех тăваççĕ. Çакна Мускав хăнисем те палăртаççĕ, ыттисене пиртен тĕслĕх илме сĕнеççĕ. Акă, иртнĕ çул республикăра 1 миллион тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр хута янă. Çав шутра пирĕн Шăмăршă районĕнче _ 16050 тăваткал метр. Çак кăтарту 2006 çулхипе танлаштарсан 110 процент пулать е районти кашни çын пуçне 1,2 тăваткал метр тивет. Уйрăм çынсем 15251 тăваткал метр çурт-йĕр туса лартнă, çавăн пекех Шăмăршăри Ленин урамĕнче 789 тăваткал метр чухлĕ 15 хваттерлĕ çурта хута янă. Çурт лартасси нихăçан та çăмăл пулман, çак нуша паян та пĕтмен-ха. Çакна патшалăх тĕрĕс ăнланни, çурт лартакансене пулăшма тăрăшни ял çыннисене хавхалану кỹрет. "Çамрăк çемьесене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтересси" программăпа 2007 çулта 16 çемье 4796,703 пин тенкĕ субсиди илнĕ. Çав шутра федераллă бюджет 1205,491 пин тенкĕ, республика бюджечĕ 3013,726 пин тенкĕ, ял поселенийĕсен бюджечĕ 577,486 пин тенкĕ уйăрнă. "2010 çулчченхи тапхăрччен ялсен социаллă пурнăçне аталантарасси" программăпа та федераллă бюджетран 1030,0 пин тенкĕ укçа килнĕ, 7 çемье хăйсен пурнăç условийĕсене лайăхлатнă. 30 çула çитмен çамрăк çемьесемпе специалистсене пулăшмалли программăпа 16 çемье çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма пултарнă, вĕсене федераллă бюджетран 2560 пин тенкĕ, ял поселенийĕсен бюджечĕсенчен 993,48 пин тенкĕ субсиди уйăрса панă. 2007 çулта субсиди илсе ĕлкĕреймен 3 çамрăк çемье кăçал федераллă бюджетран 350,23 пин тенкĕ илĕ. "Пурăнмалли çурт-йĕр" наци проекчĕ пурнăçа кĕресси ял поселенийĕсен администрацийĕсем кирлĕ документсене вăхăтра хатĕрлесе панинчен те нумай килет. Паллах, çурт лартас е хваттер туянас текенсен хăйсен те çаврăнăçуллăрах пулмалла, вăл е ку хута çийĕнчех хатĕрлесе параймасан черет тăсăлма пултарать. Çамрăк çемьесене савăнтармалли хыпар та пур: Раççей Правительствин 2007 çулхи декабрĕн 29-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн, пурăнмалли çурт-йĕр туянмашкăн субсиди илме малашне мăшăрсем 35 çула çитичченех пултараççĕ (унччен 30 çула çитиччен пулнă). Çак субсидипе маларах илнĕ ипотека кредитне те тỹлесе татма юрать.

 

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
23 января 2008
00:00
Поделиться