Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров - Шăмăршăра

 

 ЭРНЕ КУН _ январĕн 18-мĕшĕнче _ Шăмăршăра ĕçлĕ çул çỹревпе Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров пулнă. Николай Васильевич район администрацийĕнче районти активпа тĕл пулса калаçнă. Шăмăршăсене Çĕнĕ çулхи уявсем ячĕпе чун-чĕререн саламланă май, Николай Васильевич район çыннисем çулталăка ăнăçлă вĕçленине палăртса хăварнă. Район экономикипе социаллă пурнăçĕн аталанăвĕнчи çитĕнỹсем чăннипех те савăнтараççĕ. Шăмăршăсем иртнĕ суйлавра та çĕршыв пуласлăхĕшĕн пĕр кăмăллă пулса сасăларĕç, "Единая Россия" парти кунта чи нумай сасă пуçтарнă. "Сирĕн ертỹçĕр çав тери маттур çын, - тенĕ Президент. _ Эпĕ ăна республикăра пысăк ĕç шанса парасшăнччĕ, анчах та Валерий Петрович тăван районĕнчен кайма шутламарĕ. Эпĕ ăна чăн-чăн патриот тесе каласшăн". Президент умра тăракан задачăсем тата та пысăкраххине палăртнă. Шăмăршăри тĕп больницăна реконструкцилессине вĕçлес, ялсене ĕçмелли паха шывпа тивĕçтерес, çулсем тата пурăнмалли çурт-йĕрсем тăвас, приоритетлă наци проекчĕсене пурнăçлас тĕлĕшпе чунтан тăрăшса ĕçлемелле. "Тăрăшакансене пулăшас та килет. Эпир Шăмăршă районне малалла аталантарас тĕллеве пурнăçлама кирлĕ чухлĕ укçа-тенкĕпе тивĕçтерĕпĕр", - тенĕ Президент. Район пуçлăхĕ В.П.Фадеев Н.В.Федоров Президента Шăмăршă районĕн çыннисен ятĕнчен çакăн пек пысăк пулăшушăн тав тунă тата мĕн палăртнине пурнăçлама вăй-хала шеллемесси пирки шантарса каланă.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
23 января 2008
00:00
Поделиться