Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Ăшă кăмăллă воспитатель

 РЕСПУБЛИКĂРИ ачасен туберкулезне сиплекен "Елочка" санаторире чылай çул хушши трĕ кăмăлпа ĕçлекен работниксем сахал мар. Вĕсенчен пĕри _ Н.Г.Тимофеева воспитатель. Канаш районĕнчи Энтриел ялĕнче çуралса ỹснĕскер, вăл 1986 çулта мăшăрĕпе, Николай Тимофеевпа, "Елочка" профилакторие ĕçлеме килнĕ. Надежда Георгиевна, Çĕрпỹри культурăпа çутĕç училищинче вĕренсе диплом илнĕскер, культура ĕçне пысăк хастарлăхпа пуçăннă. Пĕр вăхăтрах клубра та, библиотекăра та вăй хунă çамрăк специалист. Кунта çакна та палăртмалла: иртнĕ ĕмĕрти 80-мĕш çулсенче "Елочка" санаторие республикăри тĕрлĕ колхоз-совхозри, предприяти-организацири ĕççыннисем хăйсен сывлăхне çирĕплетнĕ, çывăхра кăларакан сиплев пылчăкĕпе анлăн усă курнă. Учреждение кашни уйăхрах 100-120 çын килсе тăнă. Сиплев процедурисем хыççăн çынсем усăллă канччăр тесе нумай тăрăшнă Надежда Георгиевна. Вăл куллен тĕрлĕ конкурссемпе вăйăсем, викторинăсемпе КВНсем, тематика тата кану каçĕсем йĕркеленĕ. Кунсăр пуçне кĕнекесемпе, хаçат-журналсемпе тивĕçтернĕ, вулав конференцийĕсем, литература каçĕсем ирттернĕ, çĕнĕрен те çĕнĕ кĕнекесен выставкисене уçнă. Хăйĕн тивĕçне яланах тỹрĕ кăмăлпа туса пынă май, Сĕнỹ кĕнекинче унăн ячĕпе ăшă сăмахсем нумай çырса хăварнă, пархатарлă ĕçшĕн пĕтĕм чун-чĕререн тав тунă. 1996 çулта учреждение реорганизацилесе республикăри ачасен туберкулезĕпе кĕрешекен санатори туса хурсан Н.Г.Тимофеева воспитатель должноçне ĕçлеме куçнă. Унтанпа пĕр улшăнми çак ĕçре вăй хурать вăл. Надежда Георгиевна тата унпа юнашар ĕçлекен Н.Б.Поликарпова, Л.И.Сидорова, Л.В.Измайлова, Г.И.Карпова тата А.А.Захарова воспитательсем, Л.В.Парамонова завуч ертсе пынипе, вĕренекенсемпе интереслĕ мероприятисем чылай йĕркелеççĕ. Акă, Çĕнĕ çул тĕлне елкăра театрализациленĕ представлени, вăйă-конкурссем иртнĕ. Раштав Бал-маскарачĕ те ачасене питĕ килĕшнĕ. Хальхи вăхăтра воспитательсем Тăван çĕршыв хỹтĕлевçисен кунĕ тĕлне "Атьăр-ха, яшсем!" конкурс тата "Зарница" вăйă-конкурс хатĕрлеççĕ. Мартăн 8-мĕшĕнче "Атьăр-ха, хĕрсем!" конкурс тата викторина пулмалла. Ачасене _ вĕсем "Елочкăра" 3-шер уйăх сипленеççĕ _ виçĕ отряда пайланă. Кашни отрядра _ 20-25 вĕренекен. Ачасен уроксем хыççăнхи вăхăчĕ усăллă ирттĕр, вĕсем занятисене тĕплĕн хатĕрленччĕр тесе çине тăрса ĕçлеççĕ воспитательсем. Паян, январĕн 23-мĕшĕнче, Н.Г.Тимофеева хăй çуралнăранпа 50 çул çитнине паллă тăвать. Савнă мăшăрĕ, юратнă ывăлĕпе кинĕ, тăванĕсем, ĕçтешĕсем çумне хутшăнса Надежда Георгиевнăна чаплă юбилей ячĕпе ăшшăн саламлатпăр, çирĕп сывлăхпа тулли телей, ĕçре ăнăçу сунатпăр.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
23 января 2008
00:00
Поделиться