Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Пурăнар-ха, тăван, пурăнар-ха...

  ЫРĂ çынсем пуртан тĕнче илемлĕ. Вĕсем вара пирĕн хушăмăрта сахал мар. Пуянкассинче пурăнакан Любовь Семеновнапа Александр Михайлович Алексеевсем та çак ята тивĕçлĕ. Вĕсем пĕрлешсе çемье çавăрнăранпа çак кунсенче 25 çул çитрĕ. Телейлĕ çемьере икĕ хĕрпе пĕр ывăл çуралнă. Аслă хĕрĕ вĕсене мăнукпа та савăнтарчĕ, кукамайпа кукаçей пулса тăчĕç вĕсем. Александр Михайлович, колхозра ветеринар тухтăрĕнче ĕçленĕскер, яланах çынсене пулăшма тăрăшать. Выльăх-чĕрлĕх аптрасан пулăшу ыйтма ун патне çынсем ир те, каç та пыраççĕ. Пурне те пулăшма тăрăшать вăл, çынсен кăмăлне, хуйхи-суйхине ăнланать, шỹтлеме те ăста вăл, çавăнпа ачасем те питĕ кăмăллаççĕ ăна. Любовь Семеновна та ларса тăма пĕлмен ĕçчен хĕрарăм. "Колос" агрофирмăра вăй хурать. Пур ĕçе те пурнăçлать, алли пĕтĕм ĕç çумне çыпăçать. Алексеевсем картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усраççĕ, пахча-çимĕç туса илеççĕ. Иккĕшĕ те нумай ачаллă çемьесенче çитĕннĕскерсем пур тăванĕпе те килĕштерсе пурăнаççĕ. Любовь Семеновнапа Александр Михайловича кĕмĕл туйпа ачисемпе тăванĕсем саламлаççĕ, татах та килĕштерсе нумай çул пурăнма сывлăх, телей сунаççĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
19 января 2008
00:00
Поделиться